Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл: Ун чухне эпĕ хама Турă аллине патăм

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Митрополине августăн 1-2-мĕшĕсенче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килсе кайнă хыççăн унăн пурнăçĕпе тата шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланакансем йышланчĕç. Манаха тухиччен Владимир Гундяев ятлă пулнă Кирилл Патриарх пурнăçĕ çинчен кĕскен кăçалхи «Хыпарăн» июлĕн 31-мĕшĕнче тухнă кăларăмĕнче çырса кăтартнăччĕ. Нумаях пулмасть редакцие килнĕ ыйтусен хуравĕсем вара, тĕлĕнмелле те, «Православие и мир» тата «Неизвестный» Патриарх Кирилл» кĕнекесенче шăпах пур иккен.

Манаха кайнишĕн вăл пĕрре те ÿкĕнмен-и? Пулас Патриарх çак татăклă утăма тунă саманта тĕплĕнрех пĕлес килет.

«Ленинградри тĕн академийĕнче пире вĕрентекен пĕр питĕ ăслă священник, Çÿлти Патшалăхра пултăр, Евгений Амбарцумов атте, эпĕ манаха тухма ыйтса çырнине пĕлсен çапла каларĕ:

- Володя, эсĕ ху мĕн тунине вĕçне çитиех ăнланатăн-и?

- Çапла, анчах вĕçне çитиех мар.

- Пурнăç шăпине эсĕ ку чухнехи çирĕм икĕ çулти арçын ачашăн кăна татса паман-çке. «Çапла» тесе вăтăр, хĕрĕх тата аллă çулти арçыншăн та каланă. Утмăл, çитмĕл çулти ватăшăн та. Эсĕ пуриншĕн те «çапла» тесе каланă. Енчен те çав 65-70 çулсенчи ватă сана питрен сурма тытăнсан, мĕн тăвăн?

- Пĕлместĕп. Кун пирки ман хурав çук.

Ун чухне эпĕ хама Турă аллине патăм. Чикĕ туртса хунă евĕр хама çапла каларăм: «1969 çулхи мартăн 27-мĕшĕ - татăклă йышăну тумалли кун. Çак вăхăт тĕлне авланмасан - манаха тухатăп». Çавăн пек пулса тухрĕ: авланмарăм - манаха тухрăм.

Паллах, çын - çынах, апла пулин те унăн аталанăвĕ вăл мĕнлерех пурăннинчен питĕ нумай килет. Никодим Владыка мана çапла вĕрентетчĕ:

- Енчен те санăн пушă вăхăт нумай пулсан татса пама çук çивĕч ыйтусенчен нихăçан та хăтăлаймастăн. Пушă вăхăт пачах та ан пултăр тесе тăрăш.

Владыкăн вăл нихăçан та пулман, манăн та çавăнтанпа пушă вăхăт пачах та çук». Малалла вулас...

Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.