Чăн тĕн çути

22 Çу, 2015

Тăлăха макăрма ан вĕрент

Журналистика çулĕ ăçта кăна çитермерĕ-ши мана? Совет самани вăхăтĕнче Совет Союзĕнчи чи илемлĕ те пуян хуласенче те, чикĕ леш енчи чылай-чылай çĕршывра та пулма тÿр килчĕ. Хитре те илемлĕ вырăнсем, паллах, чуна çĕклетчĕç, хăйсем патне туртатчĕç. Анчах та Чăваш çĕрĕнчен пĕр самантлăха та уйрăлас килмерĕ. Упăшка вилнĕ хыççăн питĕ çамрăкла икĕ ачапа тăрса юлнăскер йывăр вăхăтсенче пуçа час-часах «Мускава е çурçĕр еннелле тухса каймалла мар-ши?» тесе килекен шухăшсене хирĕçлесе «Çук, пурăнаймастăп эпĕ тăван тăрăхсăр» тесе пĕтĕмлетÿ тăваттăм, малалла ĕçлеттĕм.

Pages