Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри медицина учрежденийĕсем çын вăхăтлăха ĕçлейменнине ĕнентерекен хутсене — «больничнăйсене» — электронлă мелпе те пама пуçларĕç.
ВĔРЕНӲ. Социаллă стипендие патшалăх пулăшăвĕ тивĕçекен студентсем кăна илĕç. Крымри вĕренӳ учрежденисен лицензийĕсен вăхăтне тăсма палăртнă — 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Çавăн пекех Крым çамрăкĕсен аслă шкулсене вĕренме кĕрес тĕлĕшпе çăмăллăхсем пулĕç.
2016 çула кашниех çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе пуçларĕ ахăртнех. Çĕнĕ çулхи вăраха тăсăлнă каникул хыççăн пурте ĕçе кÿлĕнеççĕ. Сутуçă - лавккана, тухтăр - сыватмăша, вĕрентекен - шкула, водитель руль умне васкать. Саккуна улшăну кĕртес ĕç те «тĕлĕрмест», кăçал та тĕрлĕ çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Вĕсем çĕр ĕçченĕнчен пуçласа пысăк должноçра вăй хуракан таранах пырса тивеççĕ.