Комментари хушас

14 Кăрлач, 2017

Мĕн кĕтет 2017 çулта?

ВĔРЕНӲ. Социаллă стипендие патшалăх пулăшăвĕ тивĕçекен студентсем кăна илĕç. Крымри вĕренӳ учрежденисен лицензийĕсен вăхăтне тăсма палăртнă — 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Çавăн пекех Крым çамрăкĕсен аслă шкулсене вĕренме кĕрес тĕлĕшпе çăмăллăхсем пулĕç.

КУÇМАН ПУРЛĂХ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Куçман пурлăхăн пĕрлехи реестрĕ тата Учет-регистраци тытăмĕ вăя кĕрет — вĕсем тулли информаципе тивĕçтерĕç. Çавна май куçман пурлăх тĕлĕшпе пур документа та пĕр харăс тата хăвăртрах хатĕрлесе парĕç, ыйтăва пурлăх ăçта вырнаçнине пăхмасăр çывăхри кирек хăш уйрăма пама юрать. Документсене киле леçсе пама та пултарĕç, чăн та, çакăншăн тӳлемелле пулĕ. Харпăрлăха çирĕплетекен свидетельствăна текех алла тыттармĕç, ун вырăнне реестран çырса панă выписка пулĕ.

ПРИВАТИЗАЦИ. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн куçман пурлăха уйрăм харпăрлăха тӳлевсĕр текех куçармĕç. Çак ирĕкпе тăлăхсем тата Крымра пурăнакансем кăна тӳлевсĕр усă курма пултарĕç.

МИГРАНТСЕМ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн вырăс чĕлхине тата Раççей патшалăх историне пĕлнине çирĕплетекен документшăн пошлина /1000 тенкĕ/ тӳлеме лекĕ — ку пирĕн тăрăха ĕç шыраса килнĕ ют çĕршыв гражданĕсене пырса тивет. Сăлтавĕ Çывăхри чикĕ леш енчен килекен мигрантсен йышĕ хăвăрт ӳснипе çыхăннă.

АМĂШĔН КАПИТАЛĔ. Малтанах ăна 10 çуллăха йышăнма, унпа усă курса иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене кĕтекен çемьесене хавхалантарма палăртнă. Хальлĕхе ăна 2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тӳлĕç. Сертификат тĕлĕшпе те улшăнусем пур — унпа инвалид ачана пулăшмашкăн маларах усă курма юрать. Малашне сертификата хут хальлĕн илме е унăн электрон версине суйлама пулать. Амăшĕн капиталĕ 480 пин тенкĕпе танлашать.

ПЕНСИ. Патшалăх служащийĕсен тивĕçлĕ канăва тухас вăхăт кашни 12 уйăхра 0,5 çул ӳссе пырĕ. Кăçал çак вăхăт çитнĕ хĕрарăм служащисем тивĕçлĕ канăва 55,5 çулта тухма пултарĕç, арçынсем — 60,5 çулта. Майĕпен хĕрарăмсен пенси çулне 63-е çитерĕç, арçынсенне — 65-е. 70 çултан иртнĕ ертӳçĕсем патшалăх тытăмĕнче ĕçлемĕç. Пенсие маларах тухма та май пур — служащи стажĕ 20 çулпа танлашсан. Тивĕçлĕ канăва тухнă вăхăтра патшалăх тытăмĕнче вăй хумасан служащи шутланмасть.

Раççейре пурăнакан, 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тивĕçлĕ канăва тухса ĕлкĕрнĕ каши пенсионера 5 пин тенкĕ тивĕçессе пĕлтернĕччĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕ кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ банка çитнине пĕлтерет. Пенсионерсем патне ăна кăрлачăн 24-мĕшĕччен çитерме палăртнă. Çак тĕллевпе ятарласа уйрăм ыйту çырмалла мар.

СУТУ-ИЛӲ. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сăрана 1,5 литртан пысăкрах пластик савăтра сутма чарнă. Саккуна пăхăнманнисен самай пысăк штраф тӳлеме тивĕ — 300-500 пин тенкĕ.

ОСАГО. Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕлĕх вăя кĕрет — обязательнăй йĕркепе тивĕçтермелли электронлă полис. Ку мел Раççейшĕн, чăн та, çĕнĕлĕх мар — çынсем унпа икĕ çул каяллах усă курма тытăннă, пин-пин автомобилист шăпах электрон полиса кăмăлланă.

Полис хакĕ те улшăнма пултарать. РФ Финанс министерстви сĕннĕ тăрăх, ӳстерекен 10-мĕш коэффициент вăя кĕрет. Çапла вара çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсен ОСАГО полисĕшĕн 3 хут ытларах та тӳлеме тивĕ — йĕркене çулталăк тăршшĕпе 35 хут ытла пăссан. Чăн та, хальлĕхе 10-мĕш коэффициент вăя кĕмен, анчах Тĕп банк ăна çывăх вăхăтрах çирĕплетесси куçкĕрет.

ТРАНСПОРТ. 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн “ЭРА-ГЛОНАСС” тытăмпа тивĕçтермен машинăсене сутма чарĕç. Ку, паллах, транспорт хатĕрĕн хакне ӳстерĕ: экспертсем палăртнă тăрăх, маркине кура — 10-40 пин тенкĕ таран.

Водитель удостоверенийĕн, транспорт хатĕрĕн регистрацийĕн пошлини те ӳсме пултарать. Чăн та, ку енĕпе перекетлеме май пур — Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă ыйту тăратсан хак 30% пĕчĕкленет.

Кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн шкул автобусĕсене те улшăну кĕтет — 10 çултан “аслăраххисене” ачасене лартса çула тухма тухма чарĕç.

ХАКСЕМ. Телее, иртнĕ çулталăк вĕçĕнче сарăлнă сас-хура чăна çаврăнмарĕ /Упăте тепĕр вуникĕ çуллăха сывпуллашиччен шӳтлес терĕ кăна курăнать/. Тĕп хулара общество транспорчĕпе усă курас хаксем ӳсесси пирки каланăччĕ. Хула администраци шухăшне улăштарнă, хаксем хальлĕхе çак шайрах юлаççĕ. Эрех тата сигарет хакĕсене вара акциз ӳсни витĕм кӳрет. Эрех /вино/ — 26-36 тенкĕ, сигарет вăтамран 100 таран хакланать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.