çĕнĕлĕх

20 Утă, 2017

Чăваш Енре электрон "больничнăйсем" илеççĕ

Чăваш Енре ĕнерхи кун тĕлне 27 çынна электрон "больничный" çырса панă. Çĕнĕлĕх утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çеç пуçланнине кура ку вăл сахал мар. Унтан та ытларах - пирĕн республика çак енĕпе çĕршывра малти вунă регион шутне кĕнĕ. 

5 Çу, 2017

Кăçалтан черет пулмĕ

РФ строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень «Аргументы и факты» хаçата панă интервьюра регионсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурт-йĕрне лайăхлатма федераци бюджетĕнче 4,5 млрд тенкĕ пăхса хăварни çинчен пĕлтернĕ.

Министр 8 çулта 300,4 пин ветеранпа вĕсен çемье членĕсене хăтлă хваттерпе е кил-çуртпа тивĕçтернине палăртнă.

4 Ака, 2017

Юридици пулăшăвĕ – тÿлевсĕр

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕчĕ: малашне граждансем адвокатран çеç мар, республикăри район-хулари социаллă хÿтлĕх пайĕсенче те тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

31 Пуш, 2017

Телепроект чи çивĕч ыйтусене çĕклет

«Чăваш Ен» ПТРК, Наци телерадиокомпанийĕ тата «Советская Чувашия» хаçат пуçарнă медиапроектăн пĕрремĕш кăларăмĕ телеэфира тухнă. Ăна Экологи çулталăкне халалланă.

Pages