Кăçалтан черет пулмĕ

РФ строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень «Аргументы и факты» хаçата панă интервьюра регионсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен çурт-йĕрне лайăхлатма федераци бюджетĕнче 4,5 млрд тенкĕ пăхса хăварни çинчен пĕлтернĕ.

Министр 8 çулта 300,4 пин ветеранпа вĕсен çемье членĕсене хăтлă хваттерпе е кил-çуртпа тивĕçтернине палăртнă.

— 26 субьектра тĕллеве туллин пурнăçларăмăр, — тенĕ ведомство пуçлăхĕ. — 2017 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрçă инваличĕсем — 278-ăн, фронтра пуç хурса тăлăха хăварнă çемье членĕсем 4403-ĕн юлнă. Вĕсене çывăх вăхăтра пурне те хăтлă хваттерпе тивĕçтеретпĕр. Кăçалтан черет пулмĕ.

Тĕплĕнрех...

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.