Çĕнĕ проектсем
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Вĕренĕве аталантармалли çĕнĕ майсен фончĕ» ФПАУн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Антон Тимкинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Тĕлпулура хушма вĕренÿ сферинче федерацин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ене те явăçтарассине сÿтсе явнă. Калаçăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.