Комментари хушас

20 Çĕртме, 2018

Çĕнĕ проектсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Вĕренĕве аталантармалли çĕнĕ майсен фончĕ» ФПАУн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Антон Тимкинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулура хушма вĕренÿ сферинче федерацин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме Чăваш Ене те явăçтарассине сÿтсе явнă. Калаçăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — финанс министрĕ Светлана Енилина, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă.

Антон Тимкин палăртнă тăрăх, фондăн тĕллевĕ — хушма вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕ майсем тăвасси. «Кванториум» ача-пăча технопаркĕсем çĕршывĕпех йĕркеленеççĕ. Вăл Шупашкарти Ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн керменĕ çумĕнче ĕçлекен «Кванториум» ача-пăча технопаркĕн ĕç кăтартăвĕсемшĕн Михаил Игнатьева тав тунă. Кунта çÿрекен ачасем лайăх пĕлÿ енĕпе уйрăлса тăнине палăртнă.

Кăçал Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче тепĕр проект хута кайĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.