Çĕнĕ ăру
Аттепе аннене пĕрремĕш хут курни асрах-ха...
Юмах вулар та журналпа паллашар!
«Манăн юлташсем – чи лайăххисем»
Нумай ачаллă çемьере çитĕнекен Рита Егоровăшăн çуллахи каникул ăнăçлă иртрĕ. Кăçал та вăл «Космонавт» лагерьте канса çĕнĕ юлташсемпе паллашрĕ. Халĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ те пушă вăхăчĕ сахалтарах. Уроксем пурнăçламалла, килте аслисене пулăшмалла. Апла пулин те тусĕсемпе интернет урлă час-час çыхăнать.
Ырă кăмăллăхне вăл йывăçсенчен, ÿсен-тăранран илнĕ
Юмахри пек сарă кун тăрать. Çакна май Кольăн чун-чĕрине çутă-çутă хаваслă туйăм хăпартлантарать. Вăл автобус чарăнăвĕ енчен васкамасăр килĕ еннелле утрĕ. Хитре вăхăт, вăрман, уй-хир уçлăхĕ, хавхалантарса та çĕклентерсе, ырă тĕлĕке аса илтерчĕ ăна. Хулари тĕтĕмлĕ, тусанлă сывлăш хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнта – тăван кĕтеспе – утма мĕн тери аван! «Уйрăмах тата тăван ялта, тăван килте кĕтекен анне пулсан», – терĕ вăл хăй ăсĕнче.