Ырă кăмăллăхне вăл йывăçсенчен, ÿсен-тăранран илнĕ

11 Авăн, 2014

Юмахри пек сарă кун тăрать. Çакна май Кольăн чун-чĕрине çутă-çутă хаваслă туйăм хăпартлантарать. Вăл автобус чарăнăвĕ енчен васкамасăр килĕ еннелле утрĕ. Хитре вăхăт, вăрман, уй-хир уçлăхĕ, хавхалантарса та çĕклентерсе, ырă тĕлĕке аса илтерчĕ ăна. Хулари тĕтĕмлĕ, тусанлă сывлăш хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнта – тăван кĕтеспе – утма мĕн тери аван! «Уйрăмах тата тăван ялта, тăван килте кĕтекен анне пулсан», – терĕ вăл хăй ăсĕнче.

Çутă куна ытараймасăр малтанах, киле кĕриччен, çывăхри плотина хĕррине пырса ларчĕ. Пĕр хум та хускалмасть пĕве çинче. Темиçе тĕлте шыв качакисем месерле ÿкнĕ те ниепле те çаврăнаймасăр тапкаланса илеççĕ, каллех лăпланса выртаççĕ. Çыран хĕрринерехри хăях шыв тĕпĕнчен темĕнле чĕр чун пырса перĕннипе тайăлса тÿрленчĕ. Шыв çине нăрă пек хура кăпшанкăсем палт! сиксе тухаççĕ те сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн каллех чул пек аялалла анса каяççĕ. Акă пĕве вĕçĕнчен мăшăр кăвакал чĕпписене ертсе тухрĕ. Вĕсем вĕçĕмсĕр тĕрлĕ саслăн нартлатса-шиплетсе шывра тем шыраса Коля ларакан еннелле çывхарчĕç.

– К-ш-ш! Кă-ш-ша! – терĕ çамрăк аллисемпе сулкалашса.

Хайхискерсем ăна курмарĕç те, илтмерĕç те тейĕн, шав малалла ишрĕç. Коля пĕчĕк тăпра илсе кăвакалсен еннелле вăркăнтарчĕ. Муклашка вара самантрах шыв айне анса кайрĕ.

– Эх, ку муклашка хăратса та ĕлкĕреймерĕ çав нарт-нартсене, тÿрех путрĕ, – терĕ те арçын ача хăй сăмахĕн- чен хăй шикленсе ÿкрĕ. – «Путрĕ» сăмахпа усă курма пачах та юратмастăп, маншăн усал чир пекех вăл. Шик-лентерекенскер, чуна ыраттараканскер. Çурăм тăрăх сивĕ тар чуптараканскер.

Акă пĕлтĕрхи çуллахи вăхăтăн пĕр кунĕ куçĕ умне ярт! çеç шуса тухрĕ... «Ах, аса илес килмест вăл куна... Мĕншĕн яланлăхах манăçмасть-ши çав кун? Пĕрре çывăрса тăрасчĕ те ун пирки йăлтах манасчĕ», – терĕ çамрăк пуçне икĕ аллипе сăтăрса. Çук çав...

Хулара пурăнакан пиччĕшĕ Гена яла килни Кольăшăн хăйне евĕр уяв пулчĕ. Иккĕшĕ кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçланă хыççăн кăнтăрлахи апата пÿрте кĕчĕç. Амăшĕ янтăланă кукăльпе сăйлансан канмалла тесе компьютер умне вырнаçрĕç. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă пĕр тăвансем шăкăл-шăкăл калаçнă вăхăтра сасартăк урамран такам хыттăн кăшкăрчĕ.

 

Харсăр çăлавçă

– Коля! Коля-я-я тетĕп! Тух-ха, тух! – тесе чĕнни пиччĕшĕпе шăллĕне пăлхатса янă.

Коля чăнах та ырă мара сиссе урама сирпĕнсе тухнă. Арçын ача хÿхленине кура ун умне пĕшкĕннĕ.

– Мĕншĕн макăратăн эсĕ? – ыйтнă вăл ăнланаймасăр унталла-кунталла пăхнă май. – Ан макăр... Кам тивет сана?

– Веня! Веня шыва путрĕ-ĕ! Путрĕ вĕт-ха! Мĕнпе те пулин пулăш-ха ăна!

Хăйсенчен аякра мар плотина патне çиçĕм пек хăвăрт çитнĕ те тум-юмне хывма тытăннă яш. Анчах кун пек вăхăтра кашни çеккунт хаклине шута илсе тÿрех шыва сикнĕ.

Шыв айне темиçе хут ансан та, çук, тупайман вăл арçын ачана.

– Ак çакăнтарах, хĕрринерех ÿкрĕ вă-ă-ăл... – тенĕ сулă çинче ларакан арçын ача чĕтрекен аллисемпе питне хупласа.

Шăп çав вăхăтра шыв çийĕн Веньăн ÿчĕ ярăнса тухнă. Вăхăта сая ямасăр Коля ăна сулă çине хурса çыран хĕрринелле васканă. Арçын ачана шывран пĕччен йăтса тухаймасса ăнланса пиччĕшне Генăна чĕнсе илнĕ. Курăк çине вырттарнă кăвакарса кайнă ача пĕр сасă та паман. Лĕнчĕр кайнă кĕлетке вилнĕ пек выртнă. Кÿрше хуларан тухтăрта вăй хуракан кĕрÿшĕ килнине аса илсе пулăшу ыйтма унта васканă. Хайхискер пĕрремĕш пулăшу парсанах Веня сывласа янă, питне хĕрлĕрех сăн çапнă та, кăшкăрса макăрса янă. Унтан чуна çÿçентермелле чыхăна-чыхăна макăрнă. «Васкавлă пулăшу» машини чĕнсе инкеке лекнĕ-скере больницăна ăсатнă.

Капланса килнĕ куççульне чарас тесе тăрăшнă Коля, тутисене çыртса айккинелле пăрăннă. Хăй сив чир тытнă пек чĕтреме тытăннă.

– Мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ халĕ Веньăпа? Çăлĕç-ши ăна тухтăрсем?

Вăхăт мĕн чухлĕ иртнине тавçăрса илме пултарайман Коля. Те çур сехет, те пĕр сехет, те унтан та ытларах... Çав вăхăтра хăйне тĕлĕкри пек çеç туйнă саккăрмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ арçын ача.

Кольăна пурте тав сăмахĕ каланă. Анчах вăл кĕскен çеç:

– Ман вырăнта кирек кам пулсан та Веньăна шывран туртса кăларатчех. Эпĕ нимĕнле паттăрла ĕç те туман. Урăхла каласан, çынна йывăр вăхăтра пулăшасси – кирек камăн тивĕçĕ. Çын çынсăр пурăнаймасть вĕт, – тенĕ лăпкăн çеç.

Тĕрĕссипе вара, плотинăра акă мĕн пулса иртнĕ. Виçĕ арçын ача, ишме пĕлменскерсем, никамран ирĕк ыйтмасăр шыва кĕме васканă. Иккĕшĕ, хăюллăраххисем, сулăпа ярăнма шут тытнă. Пĕри, вĕсемпе кĕме килĕшмен, çыран хĕрринчех ларса юлнă.

Акă Веня ăнсăртран сулă çинчен ÿкнĕ. Шывра шампăлтатаканскер пулăшу ыйтса кăшкăрнă. Анчах тавралла аслисенчен никам та пулманран ăна çав самантра алă тăсса паракан тупăнман. Çыран хĕрринче ларакан арçын ача такăна-такăна Коля патне чупнă...

 

Аслисен сăмахне ăша хывмасан...

Турра шĕкĕр, тухтăрсем Веня пур-нăçне çăлнă. Апла пулин те çак пăтăрмах хыççăн чылай вăхăт лăпланаймасăр çÿренĕ Коля. Ара, сакăр çул каялла пулса иртнĕ пулăм тата хăрушăрах вĕçленнĕ-çке уншăн. Çав инкек пирки аса илсен халĕ те чĕри хĕссе ыратать унăн. Куляннипе пуçне аллисем çине хурса ăвăс çулçи пек чĕтренни те пĕрре мар пулнă. Ара, чун ыратăвĕ, темиçе çул иртнĕ пулсан та, лăпланма мар, пушшех вăй илсе хăй çинчен аса илтерсе тăрать-çке...

...Вăл кун Коля та ытти ачасемпе, пĕве хĕррине аслисемсĕр кайма юраманнине мансах, шыва кĕме васканă. Акă хаваслăн, çуйхашса пĕр-пĕрин калаçăвне пÿлсе палăртнă вырăна çитнĕ те. Çиччĕн пулнă вĕсем, пĕри те ишме пĕлмен пулин те хавхалансах шыва сикнĕ. Çапла киленнĕ вăхăтра Кольăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Валера, çав çулхине пĕрремĕш класа кайма хатĕрленнĕскер, сасартăк кăшкăрса янă.

– Путатă-ă-ăп! Пулăшă-ă-ăр!

Пурте хăраса ÿкнĕ. Вĕсенчен виç-çĕшĕ, сехĕрленнĕскерсем, тÿрех ялалла тапса сикнĕ. Тепĕр виççĕшĕ, çав шутра Коля та, çыран хĕрринче кăшкăрса макăрнă. Çывăхра аслисем пулманран куç умĕнчех путнă Валера...

– Ун чухне хам та пĕрремĕш класс кăна пĕтернĕ, вăйсăр та хăравçă пулнă çав. Шăллăма пулăшма пултарайманшăн паянхи кунччен ÿкĕнетĕп. Ах, ун чухне кăшт аслăрах пулнă тăк, ăна çăлаттăмах. Ытти çулсенче Валера патне час-час масара çÿренĕ. Çимĕкре те, çуралнă кунĕнче те. Е тепĕр чух вил тăприне тасатма, е ахаль çеç кĕрсе тухнă. Çимĕк... Чи хÿхĕм вăхăт... Хĕвел çĕре савса пăхать. Мĕн пур кайăк çак вăхăтра юрлать. Мĕн пур курăк-чечек сарăлса çитĕнет. Пирĕн Валера çав илеме урăх курма пултарайманшăн чун ĕсĕклет. Халĕ çăва çинче сахалтарах пулма тăрăшатăп. Ман çине йăл кулăллă Валера тинкернине пăхма пултараймастăп. Куçра куççуль капланать. Пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕксене те сайра хутра çеç алла илетĕп. Вĕсене пăхнă май чунăм пушшех хурланать, чĕре ыратса сикет. Унăн вилĕмĕшĕн хам айăплă пулнă пек, ырă мар туйăм чуна шĕкĕ евĕр кăшлать. Эх, манран пĕр çул çеç кĕçĕнскерĕн пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ. Аннен йăмăкĕ тепĕр чух ман çине куççульпе пăхса: «Ах, пирĕн ывăл та сан пекех пысăкланатчĕ ĕнтĕ», – тени пушшех чĕрене çурать. Ăна мĕн тери йывăр пулнине анчахрах ăнланма пуçларăм. Чечек йăтса, çурăм хыçне сумка çакса хаваслăн шкула васкамалли вăхăтра çĕр айне кĕрсе выртрĕ вĕт-ха унăн тĕпренчĕкĕ... Ача чух шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ пулĕ çав. Аслисем ăса вĕрентсе каланине те тÿрех ăша хывасшăн пулман ахăртнех. Вĕсене итлесе çав кун шыв хĕррине кайман пулсан... Кăçал Валера та 15 çул тултармаллаччĕ. Манăн «Тантăш» хаçат вулаканĕсене çакна асăрхаттарса калас килет. Шывăн турачĕ çук тени тĕрĕсех, çавăнпа аслисемсĕр, тархасшăн, пĕве хĕррине ан кайăр. Эпир тÿснĕ инкеке сирĕн курмалла ан пултăрччĕ. Çывăх çынна çухатассинчен хăрушă пулăм çук та, – терĕ Канаш районĕн-чи Вăтакас Кипеч ялĕнче пурăнакан Николай Константинов ассăн сывласа.

Çак пулăм хыççăн вăл чылайччен тĕлĕкри пек çÿренĕ. Канăçсăр шухăшсемпе çĕр варринче сике-сике тăма та, кунĕпе хырăм выççине туймасăр пÿ- лĕмре ларма та пултарнă. Килтен те сайра тухкаланă. Кĕнеке тытнă – ăна вулаймасăрах пăрахнă. Чунĕ чăтăмсăррăн Валерăна кĕтнĕ. Пÿлĕме халь-халь вăл кĕрсе тăрассăн туйăннă. Анчах та... ыран та иртнĕ, тепĕр кун та... таврăнман Валера вĕсем патне.

 

«Кролик какайĕ тутлă теççĕ... çисе курман-ха»

Тăххăрмĕш класс хыççăн Канашри 16-мĕш училищĕне вĕренме тухса кайрĕ Коля.

– Хăвăртрах пысăкланас килет манăн. Каменщик-сварщик профессисене алла илсен укçа ĕçлесе илме тытăнатăп та-ха, – тет вăл ĕмĕтленсе.

Кашни кунах киле çÿрет вăл. Капла амăшне тĕрлĕ ĕçре пулăшма тÿр килет.

– Атте аякри хулана ĕçлеме çÿрет, пичче Канашра вăй хурать. Çавăнпа та кил-тĕрĕшре кăштăртатмалли тупăнсах тăрать. Алла пăчкă-пуртă тытма, пăта шаккама атте вĕрентрĕ. «Ас ту, çиччĕ виç те пĕрре кас хăма таврашне», – тетчĕ ĕçлеме пуçламассерен. Халĕ кирек епле ĕçре те хам тĕллĕнех тăрмашатăп. Авă чÿрече умĕнчи йывăç çине те сырăш ăсталаса çакрăм. Хĕллесерен унта пырса апатланакан кайăксем çине пăхса савăнатăп. Апатне куллен хурса тăратăп, – тет Коля хавасланса.

Çитес вăхăтсенче кролик усрас шухăшлă вăл. Унччен читлĕхне, вĕр-çĕн-нине, туса хатĕрлесшĕн.

– Малтан пирĕн картишре кроликсем чупатчĕç-ха. Какайне те пĕçерсе çирĕç килтисем. Питĕ тутлă терĕç. Эпĕ вара... пултараймарăм унăн ашне тутанма. Шел-çке. Хăв пăхса çитĕнтеретĕн те... кайран юратса çимелле-и? Манран пулмасть... Пĕррехинче анне сĕтел çине чăх какайне лартса парсан савăта тÿрех айккине шутарса лартрăм. Ара, вĕсене те хĕрхенетĕп эпĕ. Ача пек пăхса ÿстеретĕн те... кайран хуранра вĕретмелле-и? – тет Коля шухăша путса.

Тата тепĕр ĕмĕт те пур-ха унăн. Нимĕç овчарки туянса тĕрлĕ командăна вĕрентесшĕн.

– Анчах халех мар. Килте ахаль йытă пур. Ăна ăçта хумалла-ха? Вăл кил хуралçи, ку таранччен пурăннăскере пăрахăçа кăлармастăпах ĕнтĕ. Кайран овчарка туянсан ăна çынна йывăр вăхăтра пулăшмаллине те вĕрентĕп. Йытă – çыннăн шанчăклă тусĕ тесе ахальтен каламаççĕ. Чăнах, вăл сана нихăçан та сутмасть, – тет Коля хавхаланса.

Вăтакас Кипеч... Çапла, çак тăрăхра çуралнă паттăр Коля. Ырă кăмăллăхне те вăл çак çĕртен-шывран, йывăçсенчен, ÿсен-тăранран илнĕ ахăртнех. Сăпайлăхне те кайăк юррисем, шевле чÿхенĕвĕсем, чечек шăршисем парнеленĕ тĕр. Сăмахне те çиччĕ виçсе калаçать, ватăпа – ватăлла, çамрăксемпе – çамрăкла.

– Кукамай çапла вĕрентнĕ мана. Шел, ăна та кăшт çеç ас тăватăп. Мана валли унăн кĕсйинче ялан канфет пурччĕ. Кирек хăш вăхăтра та вăл кучченеçпе хавхалантаратчĕ, – тет хастар çамрăк çаплипех хăй шухăшĕпе паллаштарнă май.

...Ирсерен, хĕвел тухиччен, темиçе сехет те пулин плотина еннелле вăлта йăтса утать вăл. Вăлтасемпе ларассинчен пысăкрах савăнăç уншăн урăх çук та пулĕ хальлĕхе. Тĕрĕссипе, тепĕр чухне пулли те кирлĕ мар Кольăна. Ирхи пĕве илемĕ, пулăсем выляни, вăлта хулкки йĕкĕлтесе чÿхенни ытларах килентерет те ăна.

Элиза ВАЛАНС.

Канаш районĕ,

Вăтакас Кипеч.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.