- Чăвашла верси
- Русская версия
Аттепе аннене пĕрремĕш хут курни асрах-ха...
Пысăк уяв çывхарса килнине шута илсе вĕрентекен ачасене «Юратнă анне» ятлă сочинени çырса килме хушрĕ. Çак сăмахсене илтсен Маша Конева йăл кулчĕ. Унтан хĕрача тарăн шухăша путрĕ.
Темиçе çул каялла Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракасси ялĕнчи Владимир Алексеевичпа Юлия Васильевна Макаровсен çемйинче хÿтлĕх тупрĕ вăл. Вĕсене пĕрремĕш хут курса юратса пăрахнине паянхи кунччен ас тăвать-ха...
Куславккари интернатра пурăннă чухне яланах юратнă амăшне кĕтетчĕ. Шел, пымарĕ вăл ун патне пĕрре те. Пĕррехинче вара палламан хĕрарăмпа арçын килчĕç интерната...
- Çак çемье ача усрава илсе каясшăн. Вĕсем патне камăн каяс килет? Анчах асăрхаттаратăп, вĕсем хулара мар, ялта пурăнаççĕ, - терĕ унти ертÿçĕ.
Çак сăмахсене илтсен Маша сиксе тăчĕ:
- Эпĕ! Эпĕ каятăп вĕсемпе! Мана ялта пушшех килĕшет! - тесе Юлия Васильевна патне чупса пычĕ.
Макаровсем çитес вăхăтра Машăна килсе илессине хыпарларĕç те тухса кайрĕç. Çакăн хыççăн çиччĕри хĕр ача канăçне йăлт çухатрĕ. Чÿрече умĕнчен кайма пĕлмерĕ. Кашни кун çав хĕрарăмпа ар çынна кĕтрĕ. Чăтăмсăррăн.
...Унтанпа шыв-шур нумай юхрĕ. Паян Маша çав тери телейлĕ. Ашшĕпе амăшĕ те, аппăшĕсемпе пиччĕшĕсем те пур унăн. Тăххăрмĕш класра лайăх паллăсемпе вĕренет.
- Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă эпĕ. Атте виличчен аванах пурăнаттăмăр, вăл çут тĕнчерен уйрăлсан ахăр самана пуçланчĕ маншăн. Анне хуйхине пусарас тесе-ши «çутти» енне туртăна пуçларĕ. Килте ним çимелли çукчĕ. Пĕррехинче лавккана кайрăм, укçасăрах тетте илсе тухас терĕм. Тытрĕç мана. Куншăн аннене асăрхаттарса ятларĕç. Тĕрĕссипе, киле пачах та каяс килместчĕ. Унта мĕн кĕтнине пĕлеттĕм те-ха, подьездсенче, урамра шăнса ларни те пĕрре мар пулнă. Çавăнпах Ача çуртне лекрĕм, унтан ыттисемпе Куславккана лартса ячĕç. Çул çинче вĕçĕмсĕр кантăкран пăхса пытăм. Пĕр-пĕр çĕрте анне курăнмасть-ши терĕм. Хăпартланни ахалех пулчĕ. Таçталла васкакан машинăсемсĕр пуçне куç тĕлне урăх нимĕн те лекмерĕ. Иртнине, паллах, аса илес килмест... Йывăр... Паянхи пирки вара савăнсах калаçма пултаратăп. Телейлĕ эпĕ. Аттепе аннене çав тери юрататăп. Маншăн йăлтах тăрăшаççĕ. Хăйсен ăшшине парнеленĕшĕн пысăк тав вĕсене! Çак пурнăçра мĕн пур лайăххине ырă чĕреллĕскерсене сунатăп, - терĕ Маша хавассăн йăл кулса.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Сĕнтĕрвăрри районĕ,
Çатракасси.
АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас