Çемье кунĕ

9 Утă, 2015

Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ

2008 çулта Раççейре Юрату, çемье тата шанчăклăх кунне уявлама йышăннă. Çулсерен нумай çул пĕрле пурăнакан, çĕршыва юрăхлă нумай ача пăхса ÿстерекен мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ.

8 Утă, 2015

Çемьери патша Юрату пулсан...

Çуллахи илемлĕ ир. Сар хĕвел ăшă пайăркисене кирлĕ чухлĕ валеçсе ĕлкĕреймесрен шикленнĕн пĕр шелсĕр тавралăх çийĕн сапалать. Кайăксем хирти шăплăха сирсе илемлĕн сасă параççĕ. Етĕрне районĕнчи Алексеевкăналла выртакан çулпа киленсе утатăп.

14 Çу, 2015

Пĕр-пĕрне кура нумай ача çуратаççĕ

"Ача-пăча пÿрт тултарать", - тенĕ ваттисем. Чăн та, çемье ăшши çутă тĕнчене килнĕ тĕпренчĕксенчен те чылай килет. Вĕсем - ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ, куç тулли телейĕ. Кунпа Вăрнар районĕнчи Юпшик ялĕнче пурăнакан Земфира Африканова та килĕшмесĕр тăраймарĕ. Мăшăрĕпе 4 ачи 35-ри хĕрарăмшăн - пĕтĕм пурнăç.

14 Çу, 2015

Тăлăхсем кил ăшшине туйса ÿсчĕр

"Тăлăх турата тăвăл та хуçать", - тенĕ ваттисем. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене те йывăр. Аслисен кĕçĕннисене хăй вăхăтĕнче тивĕçлĕ воспитани памалла. Анчах тĕпренчĕкĕсене çуратсанах пăрахса хăварнине, ĕçкĕпе иртĕхекен ашшĕ-амăшĕ ачисем çине алă сулнине епле ăнлантарма пулать-ши?

Pages