Çемье ăшши

28 Кăрлач, 2016

Ачисене чăвашлăха туйса ÿстереççĕ

«Турă çырни хапха умнех килет», - тенĕ ватăсем. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтĕмĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Мальвина Петрова çак сăмахсем чăна çаврăнасса пачах кĕтмен. Çуллахи илемлĕ пĕр кун хапхана Сергей Алексеев уçса кĕрсен пахчара утăпа аппаланакан пике те, унăн ашшĕ-амăшĕ те тĕлĕннĕ.

28 Çу, 2015

“Эпĕ кунта яланлăхах килнĕ-и?”

Çемье ăшши... Этемлĕхĕн пурнăçĕнче унран хакли пур-ши? Савнă мăшăр, юратнă ачасем... Кашни арçыннах йăха тăсакан çуралнăшăн хĕпĕртесе çунат хушать ахăртнех. Чĕри айĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкне кун çути парнелекен хĕрарăмăн телейне мĕнпе танлаштарма пулать-ши тата?

6 Чÿк, 2014

Хуларинчен кая мар...

Утмăл çул пĕрле вĕсем, упăшкипе арăмĕ. Йÿç Шăхаль ялĕнче, Хулакасси тăкăрлăкĕнчи тăваттăмĕш çуртра, тĕпленнĕ Носковсем. "Мĕншĕн Хулакасси-ха? Урамĕ çеремлĕ, апла тăк ятне çут çанталăкпа та çыхăнтарма май килнĕ вĕт.

Pages