Çемье ăшши

9 Нарăс, 2017

Йышпа ĕçлеме, канма аван

Наталья Владимировнăпа Алексей Николаевич Чумеринсем иккĕшĕ те Çĕмĕрле районĕнчи Хутар салинчи чиркӳре тăрăшаççĕ. Кил хуçи чылай çул — пачăшкăра /протоиерей санне илнĕ\, мăшăрĕ те тĕн çуртĕнчи ĕçсенче пулăшса пырать. Вĕсем 11 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Çемьере ашшĕпе амăшĕ ачисене пур енлĕн ырă тĕслĕх кăтартнăран, тивĕçлĕ воспитани панăран РФ Президенчĕн Указĕпе Чумеринсене тата Муркаш районĕнчи Нина Геннадьевнăпа Юрий Игнатьевич Яковлевсене "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă.

26 Кăрлач, 2017

Атте-анне — кил илем?

"Ачалăхăм нушапа иртрĕ. Эпир, выçăллă-тутăллă ÿс-нĕскерсем, пурнăç тути-масине аван чухлатпăр. Ун чухне эпĕ 5-мĕш класра вĕренеттĕмччĕ пулас. Чĕкеç Михали пĕррехинче мана сурăх кĕтĕвне илсе кайрĕ. Тепĕр çул вара ĕне кĕтĕвĕ кĕтме хам кĕрĕшрĕм. Уншăн апат-çимĕç, кĕркунне темиçе кĕрепенкке тырă паратчĕç", — иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Степан Павлов.

24 Чÿк, 2016

Сак тулли телей

"Çунашкапа вăрах ярăнаймарăмăр. Ларкăч çинчи хăма вырăнтан тухса ӳкрĕ", — пĕр-пĕрне пӳлсе амăшне пĕлтерме васкарĕç икĕ ывăлĕпе хĕрĕ. Пиччĕшĕсем хăйне ярăнтарайманшăн Дарина самаях кăмăлсарланнă. Ара, ача-пăчан шур юр çинче ытларах выляс килет мар-и?

11 Çурла, 2016

Ачасăр пурнăç - калчасăр уй-хир

Йышлă çемьере ача-пăча туслă çитĕнет. Пĕр-пĕрне пулăшса, итлесе ӳсеççĕ вĕсем. Çавна май ĕçченлĕхпе палăраççĕ. «Алешăпа Сашăна эпĕ яланах шанатăп. Хам унта-кунта каймалла пулсан шăллĕпе йăмăкĕсене пăхаççĕ, апат çитереççĕ, алăран ямаççĕ», - тет Юлия Макова.

18 Нарăс, 2016

Упăшки хăваланăран кÿрши патне каçнă та... унтах юлнă

2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕ. Урамра сивĕ, пите çил кастарать. Любовь Михайловăн хут уйăрттарман упăшки киле каллех ÿсĕр таврăннă. Яланхи «юррине» пуçланă вăл: «Эрех ăçта?» Люба Анатолие хăйĕн аллипе эрех ярса нихăçан та ĕçтермен. «Çуттине» пула час-часах харкашнă вĕсем.

Pages