Йышпа ĕçлеме, канма аван

Наталья Владимировнăпа Алексей Николаевич Чумеринсем иккĕшĕ те Çĕмĕрле районĕнчи Хутар салинчи чиркӳре тăрăшаççĕ. Кил хуçи чылай çул — пачăшкăра /протоиерей санне илнĕ\, мăшăрĕ те тĕн çуртĕнчи ĕçсенче пулăшса пырать. Вĕсем 11 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Çемьере ашшĕпе амăшĕ ачисене пур енлĕн ырă тĕслĕх кăтартнăран, тивĕçлĕ воспитани панăран РФ Президенчĕн Указĕпе Чумеринсене тата Муркаш районĕнчи Нина Геннадьевнăпа Юрий Игнатьевич Яковлевсене "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă.

Чумеринсен аслă ачисем вăтам шкул хыççăн ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă. Мария — Чулхула облаçĕнчи Выксăри тĕн училищинче, Дмитрий Ярославль облаçĕнчи Троица Сергиев мăнастир çумĕнчи Сергий Радонежский ячĕллĕ гимназире пĕлӳ пухать. Владимир — Хусан патшалăх университечĕн 3 курс студенчĕ. Екатерина кăçал Çĕмĕрлери 1-мĕш шкула пĕтерет. Хулари 2-мĕш шкулта Петр, Серафима, Антоний, Иулиания, Сергей тата Иван вăтам пĕлӳ илеççĕ. Кĕçĕнни Алексей "Аленушка" ача садне çӳрет.

Ашшĕпе амăшĕ чиркӳ çыннисем пулнăран вĕсене тĕн йăлисемпе кăна туслă тееймĕн. Çапла, кĕçĕннисем чиркӳ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче Турă вĕрентĕвне ăса хываççĕ-ха. Анчах унсăр пуçне хĕрачасем çĕлеме, тĕрлеме вĕренеççĕ. Арçын ачасем вара авиамоделизмпа кăсăкланаççĕ. Чи пĕчĕккисем ансат япаласем, теттесем ăсталаççĕ. Ĕçе хăнăхса ӳсни малашнехи пурнăçра нихăçан та ытлашши мар.

Унсăр пуçне вĕсене кĕвĕ-çемĕ те илĕртет. Пĕри пианинăна килĕштернĕ, тепри аккордеона кăмăлланă, ыттисем гитарăпа туслашнă. Çавăнпа Чумеринсен çемье ансамбльне ăмсанмалла.

Ачасем шкулта та аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, туслă, ĕçчен, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, уйрăмах аслисем — кĕçĕннисене.

Муркаш районĕнчи Иштерек ялĕнчи Яковлевсем — ял хуçалăх çыннисем, çĕр ĕçченĕсем. Вĕсем 7 ачапа 2 мăнукне воспитани параççĕ. Юрий Игнатьевич чылай çул хуçалăхра комбайнера пулăшакан пулса, трактористра вăй хунă. Каярах йывăçпа ĕçлекен станочник ăсталăхне алла илнĕ. Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăхра выльăх ĕрчетет. Нина Геннадьевна та пурнăç çулне колхозникран пуçланă, ун хыççăн бухгалтера çитнĕ. Халĕ больницăра санитаркăра тăрăшать.

Яковлевсен аслă ачисем професси илнĕ хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Игнатий çемйи ашшĕпе амăшне икĕ мăнук парнеленĕ. Техникумпа колледжра пĕлӳ илекен те пур. Кĕçĕнни 8-мĕш класра вĕренет. Пурте ĕçчен, яваплă тата спорт мероприятийĕсене кăмăллаççĕ. Тĕслĕхрен, ашшĕ ывăлĕпе Олегпа хоккейла выляссипе Муркаш районĕн командинче тăрать. Çемье футбол вăййине те юратать.

"Пирĕншĕн атте-анне килĕ паха. Кунта яланах ăнланаççĕ. Вĕсене пуриншĕн те тав", — теççĕ кĕçĕн Яковлевсем.

Ирина ПАВЛОВА.

Ирина ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.