Ачисене чăвашлăха туйса ÿстереççĕ

28 Кăрлач, 2016

«Турă çырни хапха умнех килет», - тенĕ ватăсем. Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕçтĕмĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Мальвина Петрова çак сăмахсем чăна çаврăнасса пачах кĕтмен. Çуллахи илемлĕ пĕр кун хапхана Сергей Алексеев уçса кĕрсен пахчара утăпа аппаланакан пике те, унăн ашшĕ-амăшĕ те тĕлĕннĕ. Мальвина Етĕрне районĕнчи Талуй каччипе çемье çавăрма ĕмĕтленмен, салтака ăсатса янă чухне кĕтсе илме шантарсан та унпа пурнăçăн пĕр сукмакĕпе утма тĕллевленмен. Анчах шăпа вĕсен çулне пĕрлештернĕ. Халĕ Алексеевсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ: Пинерпи, Асамат тата Савир.

Хапха умнех килнĕ

Мальвинăпа Сергей Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейне 8-мĕш класа вĕренме килсен паллашнă. Каччă хăмăр куçлă, çутă çÿçлĕ хĕре тÿрех килĕштернĕ. Дежурнăй чухне столовăйне апат хатĕрлеме кайсан Сергей Мальвинăн чашăкне какайлăрах яшка янă, турилкке айне ăшă сăмахсем шăрçаланă çыру хунă. Кĕçех икĕ çамрăкăн туслăхĕ юратăва куçнă.

Виçĕ çул хĕрпе каччăлла çÿренĕ пулин те лицейран вĕренсе тухсан Мальвина хăйĕн çулĕпе утма палăртнă. Сергейăн кăмăлĕ хĕре тивĕçтермен, çавăнпа вăл ăна хăйĕн çумĕнче мăшăр пек курман. Анчах парăнма хăнăхман каччă чун савнинчен хăпман, унăн чĕрине çĕнсе илессишĕн çуннă. Аттестат илсен Сергейăн салтак ретне тăма ят тухнă. «Мальвина, эпĕ çара каятăп. Ан çиллен», - шăнкăравласа пĕлтернĕ вăл савнă пикене. «Вара мĕн?» - кĕскен калаçнă хĕр. Мальвина ăсату каçне каясшăн пулман. Анчах Сергея унăн тăванĕсем питĕ килĕштернĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.