çавра сĕтел

26 Нарăс, 2016

Урăх идея шухăшласа кăлармалла мар

Путин каланине шута илсе

Кÿршĕллĕ хăшпĕр патшалăх историе çĕнĕрен çырса, хăйсене кирлĕ пек хайланă кĕнекесене шкулсемпе институт-университетăн вĕренÿ программине кĕртсе пĕр ăру ÿстерчĕ.

22 Раштав, 2015

Поэтăмăр - вилĕмсĕр

«Çĕршывăм, çĕршывăм, мĕн кирлĕ сана?» кăшкăруллă ыйту манăн мар, паянхи чăвашсем «пирĕн чыс та совĕç» тесе хисеплекен, репресси хăямачĕ витĕр тухнă чăн поэтăн, Митта Ваçлейĕн. 1926 çулта çырнă сăввине çакăн пек ят панă вăл. «Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан? Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят?

20 Юпа, 2015

Уçăмлă çĕнтерÿ шанăçа ÿстерет

Уйăх ытларах каяллахи суйлавра эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне тепĕр пилĕк çуллăх тапхăра суйларăмăр, вырăнти хăйтытăмлăх влаç органĕсен тытăмне йĕркелерĕмĕр, хула тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, ял тăрăхĕсен депутачĕсене мандатпа тивĕçтертĕмĕр.

11 Çурла, 2015

Патшалăх пайтаçăсене тĕллевлĕ пулăшать

ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатинче республикăри предпринимательсен ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Палата президенчĕ Игорь Кустарин "çавра сĕтеле" уçнă май пĕчĕк тата вăтам бизнесри инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатас тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч ыйтусене асăнчĕ.

Pages