çавра сĕтел

6 Çу, 2015

Ыйтăвĕ пулсан - хуравĕ пулатех

Радио кунне халалласа ĕнер Чăваш наци музейĕн конференц-залĕнче "Чăваш Республикинчи çыхăну отраслĕсемпе информаци технологийĕсене аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ, ИТ - информаци технологийĕсен - ыйтăвĕсемпе çыхăннă хĕрÿ калаçăва ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ертсе пычĕ. "Радио кунĕ - мĕнпур çыхăну хатĕрĕсен уявĕ", - терĕ Александр Степанович саламлă умсăмахне каланă май.

31 Пуш, 2015

Çĕнĕ ĕмĕрти театр. Мĕнле пулмалла вăл?

Чăвашра театра çÿреме юратнине çак кăтартусем аван çирĕплетеççĕ: 2012 çулта патшалăх театрĕсене 360783 çын çитсе курнă пулсан, 2014 çулта - 375066 çын. Вĕсенче мероприятисем ирттересси те сисĕнмеллех ÿссе пырать: иртнĕ çул, 2012 çулпа танлаштарсан, 161 спектакль ытларах кăтартнă. Репертуар пирки çакна каламалла: çулленех сцена çине 20 ытла çĕнĕ спектакль тухать.

17 Пуш, 2015

Çăмăл промышленноç: паха ăстасем çителĕклĕ-и?

Чăваш Енре çăмăл промышленноç валли кадрсене професси пĕлĕвĕ паракан 6 вĕренÿ учрежденийĕнче хатĕрлеççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕренекенсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 717 çын пулнă. Çапах та асăннă кластер пуласлăхĕ çинчен ĕçлĕ калаçу пуçарасси кадрсен çителĕклĕхĕнчен ытларах вĕсене пахалăхлă пĕлÿ парассипе çыхăнчĕ. Мартăн 13-мĕшĕнче çăмăл промышленноç валли ĕçченсем хатĕрлес ыйту тавра Шупашкарти механика-технологи техникумĕнче йĕркеленĕ "çавра сĕтеле" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

18 Нарăс, 2015

Промышленноç туризмĕ аталанĕ

Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче ку чухнехи общество пĕрлĕхĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ĕçленĕ. Ăслăлăх-техника туризмĕпе çамрăксен техникăри пултарулăх темисене çĕкленĕ.

13 Чÿк, 2014

Апат паха-и?

Октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шупашкарти коопераци институтĕнче "Хальхи вăхăтра çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă йывăрлăхсем тата потребительсен кооперацийĕн тĕллевĕсем" ыйтупа "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта Раççей коопераци университечĕн, унăн Шупашкарти, Хусанти, Саранскри, Мичуринскри институчĕсемпе филиалĕсен профессорĕсемпе преподавателĕсем, патшалăхпа муниципалитет органĕсен тата коопераци организацийĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Pages