Çар
Вĕсене Раççее хÿтĕлеме шаннă!
Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Канаш хулинчи сбор пунктĕнче савăнăçлă лару-тăрура çамрăксене Раççей çарне ăсатрĕç. Вунă чăваш каччи Раççей Федерацийĕн хурал службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкне çар тивĕçĕсене пурнăçлама тухса кайрĕ. 2006 çултанпа Чăваш Енри 145 çамрăк ку полкра службăра тăнă.
Çамрăк спецназовецсем жетон илнĕ
Салтака каяс кăмăллисен йышĕ ÿсет
Саккунăн саваламан сакки çинче - таркăнсем
Чăваш мĕн ĕлĕкрен ывăл çуралсанах ăна салтака юрăхлă пулма пилленĕ. Анчах вăхăт иртрĕ, халăх шухăшлавĕ те улшăнчĕ. Самана пăтравĕнче çĕршыв хÿтĕлевçин пĕлтерĕшĕ пĕр вăхăт чакрĕ. Ара, куç шăрçи пек пăхса-упраса ÿстернĕ ачана мĕнле ашшĕ-амăшĕн аш арманне чикес килтĕр? Пĕр тапхăр сăмса айĕнче мăкланма та ĕлкĕреймен çамрăксенех алла пăшал тыттарасси йăлана кĕнĕччĕ вĕт пирĕн çарта. Сĕт шăрши те сÿрĕлсе пĕтменскерсене хирĕç вара лайăх хĕç-пăшалланнă вăйсем тухатчĕç... Шăпах çак вăхăтра йĕркеленчĕç те тĕрлĕ çĕрте Салтак амăшĕсен комитечĕсем. Телее, самана каллех улшăнчĕ.