Комментари хушас

5 Нарăс, 2016

Салтака каяс кăмăллисен йышĕ ÿсет

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ячĕпе Тĕп çар округĕн çарĕсен командующийĕнчен Владимир Зарудницкий генерал-полковникран "пысăк яваплăхшăн, Чăваш Республикин çар комиссариатне 2015 çулхи кĕрхи призыва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн” тав çырăвĕ килнине вулакансене пĕлтернĕччĕ.

Асăннă призыв кăтартăвĕсемпе Чăваш Республики Тĕп çар округĕн 29 суб<екчĕ хушшинче 2-мĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр кĕркунне каччăсене Раççей çарĕн ретне тăратас ĕçе еплерех йĕркелени çинчен ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева каласа кăтартма килĕшрĕ. «2015 çулхи утă уйăхĕнче Тĕп çар округĕн штаб пуçлăхĕ кĕркуннехи призыва хатĕрленмелли тата ирттермелли плана çирĕплетнĕ. Республикăри çар комиссариачĕсен çумĕнче 26 призыв комиссийĕ йĕркеленĕ. Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче инструктор тата методика пухăвĕ йĕркеленĕ, унта асăннă комиссисен членĕсем, администрацисен пуçлăхĕсем, право хуралĕн органĕсен, прокуратура, следстви комитечĕн представителĕсем хутшăннă, çамрăксене хĕсмете ăсатассипе çыхăннă тĕллевсене палăртнă. Призывниксен сывлăхне вăхăтлăн тĕрĕслес тĕллевпе çак ĕçе пурнăçлакан медицина организацийĕсене палăртнă, врач комиссийĕсен йышне çирĕплетнĕ. Тĕп çар округĕн штабĕ Чăваш Республикине 1223 яша салтак аттине тăхăнтартма хушу панă, Чăваш Ен ку плана туллин пурнăçланă. Пĕтĕмĕшле илсен призыв йĕркеллĕ иртрĕ», - терĕ вăл.

Раççей Федерацийĕн Хĕç­пăшаллă вăйĕсен ретне 963 çамрăка тăратнă, ытти çарпа çар йĕркеленĕвĕсене - 260 яша, çав шутран 10-шне - РФ федерацин Хурал службин Президент полкне. Республикăри чи маттур та хастар 10 йĕкĕте Кремль полкне 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канашри сбор пунктĕнчен чыслăн та сумлăн ăсатса янă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев çак призывниксене республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пил сăмахне панăччĕ. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе Президент полкĕнче пурнăçласа таврăннă 15 йĕкĕте вара - вĕсем сцена çине тухсан зала пухăннисен, çав шутра çак йĕркесен авторĕн те, чунĕсенче мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ - республика символикиллĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕччĕ.

Надежда Викторовна палăртнă тăрăх - пĕлтĕр кĕркунне те виçĕмçулхи пекех салтака кайнисен шучĕ çак тăрăхсенче пысăкрах пулнă: Шупашкар /338 çын/ тата Çĕнĕ Шупашкар /111/ хулисенче, Патăрьел тата Шупашкар районĕсенче /63-шер/. Чи пĕчĕк йыш - Красноармейски тата Çĕмĕрле районĕсенче: 15-шер çын.

"Пĕлтĕр юпа-раштав уйăхĕсенче призыв комиссийĕсене 5592 çынна чĕнтернĕ. Çав шутран 5570-шĕ /99,61:/ унта вăхăтра çитнĕ, 22-шĕ /0,39:/ пĕлтерĕшлĕ сăлтавсăрах пыман. Повесткăна алăран пама май çуккисен шучĕ çулсеренех чакса пынине палăртас килет. Танлаштарма: 2012 çулта ун пеккисен шучĕ 3508 çын пулнă, 2013 çулта - пĕр пине яхăн сахалрах. Пĕлтĕрхи кĕркуннехи призыв кăтартăвĕсене илес-тĕк асăннă категорири граждансен шучĕ икĕ хут чакнă, 1815 çын пулнă. Çакă Чăваш Республикинче юлашки çулсенче патшалăх çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас енĕпе тытса пыракан политикăна вăйлатнинчен те килет. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлас текенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать", - пĕлтерчĕ министр.

Йывăрлăхсем пирки сăмах пуçарсан Надежда Прокопьева призывник хăй регистрациленнĕ вырăнта çукран повестка пама май килменнине тата медицина комиссийĕсенче врачсем çитменнине асăнчĕ. "Ку ыйтусене право хуралĕн органĕсемпе тата ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствипе пĕрле татса паратпăр. Кĕрхи кампани вăхăтĕнче салтак атти тăхăнас мар тесе тарса çÿрекен 172 çынна шыраса тупнă. 28 гражданина административлă майпа явап тыттарнă, 11 çамрăк тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма следстви органĕсене материалсем ярса панă, - калаçăва тăсрĕ Надежда Викторовна. - Иртнĕ призывра 5570 гражданинăн сывлăхне тĕрĕсленĕ, çав шутран 72,9: хĕсмете тăма юрăхлă тесе пĕтĕмлетнĕ. Юлашки тăватă çулти кĕркуннехи призывсен кăтартăвĕсем тăрăх салтака каякансен сывлăхĕ лайăхланса пыни сисĕнет. Граждансен хĕсмете тăма юрăхлăхĕ 2012 çулта 70,2: пулнă-тăк, 2015 çулта - 72,9:".

ЧР юстици министрĕ каччăсене сбор пунктĕнчен çар чаçĕсене ăсатнă чухне тумпа тата апат-çимĕçпе тивĕçтернине каларĕ. Призыв планне пурнăçлас енĕпе ЧР çар комиссариачĕпе, ĕç тăвакан влаç органĕсен призыв комиссийĕсемпе, ЧР прокуратурипе тата йĕрке хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ. Кампани вăхăтĕнче тĕл пулакан кăлтăксене асăннă структурăсемпе пĕрле татса панине пĕлтерчĕ. Граждансене çар хĕсметне ăсатас ыйтусене тăтăш çутатнăшăн массăллă информаци хатĕрĕсене тав турĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.