Çамрăксем хĕсмете каясшăн

29 Пуш, 2017

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуркуннехи призыв пуçланать. Чăваш Ен çамрăкĕсенчен ытларахăшĕ ăçта хĕсметре тăрать? Çак тата ытти ыйтăва ЧР юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕпе — ЧР призыв комиссийĕн /резерв йышĕн/председателĕпе Наталья ТИМОФЕЕВĂПА сÿтсе яврăмăр.

— Наталья Юрьевна, чи малтанах пĕлтĕрхи призыв пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарсамăр.

— Тĕп çар округĕн штабĕ çирĕплетнĕ призыв нормине Чăваш Республики 2016 çулта туллин пурнăçланă — çара 3051 çынна ăсатнă. Нумаях пулмасть, пуш уйăхĕн 15-16-мĕшĕсенче, Киров хулинче граждансене çар службине хатĕрлессипе тата призывпа çыхăннă ыйтусене инструктор-методика пухăвĕнче сÿтсе яврĕç, унта Раççей Федерацийĕн 29 субъектĕнчи 140 представитель хутшăнчĕ. Пухура пĕлтĕрхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç. Унсăр пуçне граждансене çар службине хатĕрлессипе тата призыв йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă конкурса пĕтĕмлетрĕç. Чăваш Республики 2016 çул кăтартăвĕсемпе Тĕп çар округĕнчи 2-мĕш разрядлă çар комиссариачĕсен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çак конкурсра граждансене çар службине мĕнле хатĕрленине, çамрăксене РФ Оборона министерствин аслă шкулĕсене кĕмешкĕн суйласа илнине, призывниксен сывлăх шайне, çитĕнекен ăрăва çар-патриотизм воспитанийĕ парас ĕçĕн ăнăçлăхне, ГТО нормативĕсене пурнăçланине хакланă.

— Призывпа çыхăннă хушăва пурнăçлама йывăр-и?

— Юлашки вăхăтра çамрăксем кăмăлтанах çара каяççĕ. Пирĕн çĕршывра Хĕç-пăшаллă Вăйсен ят-сумĕ ÿсет. Çав хушăрах призывниксен сывлăх тăрăмĕ, пĕлÿ шайĕ, кăмăл-сипетпе ĕçлес пултарулăхĕ тĕлĕшпе те çирĕп ыйтаççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх — кашни призыврах Чăваш Енрен çар ретне тăракансен 45% вĕренÿ чаçĕсене каять. Каччăсен пысăк йышĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçне «А» категориллĕ сывлăх пулмалли чаçсенче пурнăçлать: сывлăш-десант çарĕсенче, ГРУ спецназĕнче, РФ Наци гвардийĕн çарĕсенче. Çавăнпа граждансене салтака ăсатиччен çар комиссариачĕсенче тем тĕрлĕ мероприяти те /медицина тĕрĕслевĕ, профессипе психологи суйлавĕ, тишкерÿ/ ирттереççĕ, вĕсен тĕллевĕ — çар ретне чăнласах та сывлăхлă, психологи тĕлĕшĕнчен çирĕп каччăсем тăччăр тени.

— Çамрăкăн çар чаçне суйлама ирĕк пур-и?

— Чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ: призывник салтак аттине тăхăниччен малтан тухтăрсен тĕрĕслевĕ, профессипе психологи суйлавĕ, тестсем, уйрăм калаçусем витĕр тухать. Вăл судпа айăпланман-и е административлă право йĕркине пăсман-и тесе Раççей ШĔМĕн информцентрне запрос яраççĕ. Çакăн хыççăн призыв комиссийĕ яша мĕнле çарсене ярасси пирки йышăну тăвать. Салтак тивĕçне вăл е ку чаçре пурнăçлас килнине çамрăк призыв комиссийĕн членĕсене пĕлтерме пултарать. Енчен те призывник сывлăх тăрăмĕпе, нервпа психологи çирĕплĕхĕн тата пĕлÿ шайĕпе юрăхлă тăк комисси тĕпрен илсен унăн ыйтăвне тивĕçтерет.

— Ентешсем ытларах хăш чаçсене лекеççĕ?

— Ытларах пайĕ Тип çĕр çинчи чаçсенче /52% ытла/, РФ Наци гвардийĕнче /20% яхăн/ хĕсметре тăрать. Служба географийĕ те анлă: Калининград облаçĕнчен пуçласа Инçет Хĕвелтухăç таранах. Пирĕн призывниксем Крымра та пур.

— Çартан тарса çÿрекен йышлă-и?

— Шел, ун пеккисем те пур çав. Çар службинчен тарса çÿрени уголовлă преступлени шутланать, уншăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тытмалла. 2016 çулхи кĕркунне 23 çын призыв комиссийĕсене сăлтавсăрах пыман, тепĕр 3-шĕ çара янă çĕре килмен. Кун пек чухне граждансене 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме, 2 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Призывран хăтăлса юлнисем 27 çул тултарсан çар билечĕ вырăнне справка илеççĕ: унта арçын саккунлă сăлтавсемсĕрех çар службинче пулманнине, урăхла каласан тарса çÿренине, палăртаççĕ. Кунашкал справкăпа патшалăх органĕсене ĕçе вырнаçма май килмĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.