«Алло, «Çамрăксен хаçачĕ-и»? Эпĕ сирĕн корреспондентпа курнăçасшăн. Манăн ăна каласа кăтартмалли пур. Эпĕ кардиологи центрĕнче выртатăп, — илтĕнчĕ телефон леш енче çамрăках мар арçын сасси. — Манăн пĕр çынран хаçат урлă каçару ыйтмалли пур». Арçын чирлĕ пулни сассинчен те палăрчĕ.