Комментари хушас

5 Раштав, 2019

50 çул иртсен каçару ыйтасшăн

«Алло, «Çамрăксен хаçачĕ-и»? Эпĕ сирĕн корреспондентпа курнăçасшăн. Манăн ăна каласа кăтартмалли пур. Эпĕ кардиологи центрĕнче выртатăп, — илтĕнчĕ телефон леш енче çамрăках мар арçын сасси. — Манăн пĕр çынран хаçат урлă каçару ыйтмалли пур». Арçын чирлĕ пулни сассинчен те палăрчĕ. Каçару ыйтма кам умĕнче мĕнле айăпа кĕнĕ-ши вăл?

Каччă патне тухман

Федор Тимофеевпа больницăра тĕл пултăм. Çичĕ теçетке çула хыçа хăварнăскерĕн чĕри хавшанă. «Çак тарана çитсе те каçару ыйтаймарăм унран. Халĕ те пулин çак утăма тăвасшăн», — терĕ арçын çамрăк чухнехи пĕр историе каласа кăтартиччен.
Ун чухне вăл 24 çулта пулнă. Кăтра çÿçлĕ яштака каччă тин çеç салтакран таврăннă. Ăна тăван ялĕнче клубра ĕç сĕннĕ. Кайран яша Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялне культура ĕçченĕсен курсне вĕренме янă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ 80 çамрăкпа пĕрле Федор та 3 уйăха тăсăлнă занятисене çÿреме тытăннă. «Иккĕмĕш кунхине вĕренÿ пуçланчĕ. Класа 2 хĕр кĕчĕ. Те кая юлнă вĕсем? Эпĕ чи малти ретре лараттăм. Пĕр хĕрĕннипе куçсем тĕл пулчĕç», — аса илчĕ Федор Витальевич. Вăл пĕрре курсах килĕштернĕ хĕре Оля тесе чĕннĕ, 19 çулта, Патăрьел районĕнчен иккен. Каччă çав каçах ун патне каяс тенĕ. Сăмах май, Чурачăка пĕлĕвне тарăнлатма килнĕ çамрăксене ялти çынсем хваттере янă. Федя пике патне кайнă, анчах хĕр урама тухман. «Пĕрремĕш юрату пулчĕ пуль ку. Ара, çын куçран ма пăхать? Оля çавăн чухне тухмарĕ, тепĕр кунхине те… Ман мĕн тăвас? Хистеме пултараймарăм», — иртнине куç умне кăларчĕ Федор пичче.
Занятисенче вăл хĕре кашни кун курнă. Анчах Оля унпа калаçасшăн пулман. Федор пĕрле вĕреннĕ Генриетта ятлă хĕрпе туслашнă. Вĕренÿ вĕçленсен каччă тăван ялне таврăннă, клубра ĕçлеме тытăннă. Вăхăт нумай та иртмен: ун патне çыру çитнĕ. Ольăран. «Салам, Федя. Эп сире чăрмантарнăшăн каçарăр. Пирĕн ялти клубра Инди фильмĕсене кăтартаççĕ. Тен, сирĕн ялта та çавăрттараççĕ. Вĕсене пăхма тăрăшăр…» — çырури йĕркесене вуланă хыççăн йĕкĕт хурав пама шухăшланă. Çамрăксем 2-3 уйăх пĕр-пĕрин патне çыру çÿретнĕ. Пĕр çуркуннехи кун вара Федор хĕр патне кайса килме шухăшланă. Унăн ялне çитес тесе темиçе автобуса ларма тивнĕ унăн. «Ялти лавкка умĕнче тăрса юлтăм. «Клубра ĕçлекен Оля ăçтарах пурăнать-ши?» — интереслентĕм пĕр кинемейрен. Хĕр фермăна вырнаçнă иккен. Кинемей вĕсен килĕ патне тĕллесе ячĕ. Урам вĕçне çитрĕм, унта пĕр хĕрарăм тăратчĕ. «Оля кунта пурăнать-ши?» — ыйтрăм. «Çапла», — терĕ. Унăн амăшĕ иккен. Оля халĕ фермăра пулнине пĕлтерчĕ. Эпĕ тÿрех унта утрăм», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Çав вăхăтра пике ĕнесене витене кĕртнĕ-мĕн. Каччă ăна пулăшма васканă. Кайран çамрăксем автобус чарăнăвĕ еннелле калаçса утнă. «Хĕрпе каччăн мĕн тумалла? Çупăрлас та, ыталас та килет-çке. Вăл хăйĕн патне пыртарасшăн пулмарĕ. Анчах ăна вăйпах ыталаса илтĕм. Автобус çитрĕ. Сыв пуллашрăмăр», — малалла калаçрĕ арçын. Пĕр районтан тепĕр района çырусем «вĕçсех» тăнă. Анчах вĕсенче юрату пирки сăмах пыман. Çамрăксем ĕç пирки çеç çырнă.

Мотоциклпа ярăнтарнă та…

Пĕр кунхине Федьăн шăллĕ Николай Ульяновск облаçне кайма тухнă. Шăмăршă районне çитсен хайхискерĕн машини çĕмĕрĕлнĕ. Каччă «тимĕр утне» юсама тесе пĕр çын патне пăрахса хăварнă, хăй тăван ялне таврăннă. Машинине илме каймалла чухне вăл пиччĕшне пĕрле пыма ыйтнă. Федор хирĕçлемен, палăртнă вырăна иккĕшĕ мотоциклпа вĕçтернĕ. Каялла таврăннă чухне вăл Оля патне кĕмесĕр чăтайман. Çамрăксем чылайччен сăмах юптарнă. «Сирĕн пата килсе çÿресси пирки мĕн шухăшлатăр?» — ыйтма хăюлăх çитернĕ йĕкĕт. Хĕр нимĕн те чĕнмен.
«Ял канашне вĕр çĕнĕ «Урал» мотоцикл пачĕç. Пуçлăх хĕрарăмччĕ, çÿреме пĕлмест. Хăйне илсе çÿреме ыйтрĕ те килĕшрĕм. Пĕр кунхине пуçлăха килне ăсатнă хыççăн Оля патне çул тытрăм. Çитсен курах кайрăм, вăл килĕ умĕнче пĕр каччăпа тăрать. Мĕн тумалла? Паллашрăмăр. Каччă водительте ĕçлет. Хĕр пĕрре — ун çине, тепре ман çине пăхрĕ. Кайран водитель уттарчĕ. Хĕре ăçта та пулин кайма сĕнтĕм. «Атя, мотоциклпа ярăнар. Бензин пур пулсан», — терĕ. Ма çук вара? Ярăнтарса килтĕм. «Нумай çÿрейместĕп», — терĕ. Ир-ирех ĕçе каймалла та-ха. «Вăхăт пур пулсан тата иртерех кил», — хушса хучĕ. Çакна эпĕ хăйĕн патне килме ирĕк панă пек йышăнтăм. Кашни каç тенĕ пек çÿреме тытăнтăм», — пĕлтерчĕ Федор Витальевич.
Пĕр кунхине Ольга ăна хăнана йыхравланă, амăшĕпе паллаштарасшăн иккен. Каччă хирĕçлемен. Хăна валли сĕтел хатĕрленĕ: апат- çимĕç лартнă, çăмарта ăшаланă, «çуттине» те кăларнă. Анчах каччă пĕр тумлам та ĕçмен. Федор пичче шухăшланă тăрăх, амăшĕпе хĕрĕ ăна тĕрĕсленĕ, мĕншĕн тесен куç илмесĕр пăхса ларнă. «Юратни палăрчĕ. Куçран пăхсан, калаçнинчен курăнчĕ. Вĕсене килĕшрĕм пуль терĕм», — аса илчĕ ватă арçын. Пике ирех ĕçе каймалла тесе çывăрма выртассине пĕлтернĕ. «Малашне те курнăçăпăр-ха», — тесе хăнана ăсатнă.
Федор Витальевичăн шăллĕ Толя салтакран отпуска таврăннă. Унăн район центрне çар комиссариатне каймалла-мĕн, пиччĕшне мотоциклпа ăсатма ыйтнă. Çул çинче пынă вăхăтра Федя çул хĕресленнĕ вырăнта автобусран Оля тухнине ăнсăртран курса юлнă. Ахăртнех, хĕр унăн ялне çитесшĕн. Анчах Федьăн район центрне каймалла-çке! «Вăл яла çитнĕ тĕле эпĕ те çаврăнса килĕп», — шухăшланă каччă. Анчах час таврăнайман. Килнĕ çĕре вара Ольăн шăрши-марши те пулман. «Сана унта пĕр хĕр шырарĕ. Сирĕн çурт патне тĕллесе ятăм, кайса килчĕ пулмалла», — тенĕ пĕр кинемей мотоциклпа пыракан Федьăна чарса. Пĕр эрне иртсен Ольăран çыру çитнĕ. «Качча тухрăм. Çăнăхта пулать», — кĕскен çырнă хĕр. Федор мотоциклне хускатса унăн ялне вĕçтернĕ. Шăп ĕçкĕ-çикĕ вăхăтне лекнĕ. Каччă çамрăк мăшăра пырса саламланă. Оля унччен килĕ умĕнче тăнă водителе качча тухнă-мĕн.
«Ун хыççăн вĕсем мĕнле пурăннă — пĕлместĕп. Пирĕн ялти çынсем вĕсен ялне хăнана кайсан Оля мана салам каласа янă. Эпĕ унран каçару ыйтасшăн. Тен, тĕрĕс мар тунă. Те каçарать, те каçармасть. Каçарсан мана çăмăлрах пулĕ», — терĕ арçын. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.