Сакăр çынна улталанă
Çу варринчех полицие республикăра пурăнакансен банк картти çинчен укçа-тенкĕ вăрлани çинчен ыйтусем килме тытăннă. ШĔМ ĕçченĕсем çакна тĕпчесе пĕлнĕ: вĕсем маларах интернетри сайтсенче япала сутассипе çыхăннă пĕлтерÿсем вырнаçтарнă иккен. Ултавçă япала туянасшăн пек пулса укçа-тенкĕ куçарма тесе банк карттин реквизичĕсене, тепĕр енчи вăрттăн цифрăсене ыйтса пĕлнĕ. Кăшт вăхăт иртсенех сутуçăсен карттинчи укçа-тенкĕ çухалнă.