Айдак

11 Утă, 2018

Иртнĕ куна тавăрма çук

Ку сăн ÿкерчĕке 1985 çулта тунă. Пит-куçра телей çиçетчĕ: анне те, асанне те, мăшăр та юнашарччĕ. Куç тулли виçĕ ачаччĕ пирĕн: Нина, Люция тата Илья.
Атте килтен тухса кайсан та /эпĕ ун чухне 8 çулта пулнă/ анне асаннене пăрахмарĕ. Вăл мĕн виличчен пирĕнпе пурăнчĕ. Сăпайлă, ĕçчен анне вара икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратрĕ. Паллах, асанне те пулăшнă ăна.

27 Çĕртме, 2018

Ĕçпе çитĕннĕ

Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ĕç урокне Егор Алексеевич Дмитриев ертсе пыратчĕ. Вăл пире мăлатук, кĕрепле шăлĕ, пуртă аври тата ыт.те ăсталама вĕрентетчĕ. Сăн ÿкерчĕкре Егор Алексеевич пире, 7-мĕш класра вĕренекен хĕрачасене, йывăç савапа ĕçлеме хăнăхтарать. Чăн та, вăл вĕрентни мана пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ. Эпĕ нихăçан та арçын, хĕрарăм ĕçĕсене уйăрса тăман: вите урайне те пĕчченех сарнă, карта-хÿме те юсанă.