- Чăвашла верси
- Русская версия
Иртнĕ куна тавăрма çук
Ку сăн ÿкерчĕке 1985 çулта тунă. Пит-куçра телей çиçетчĕ: анне те, асанне те, мăшăр та юнашарччĕ. Куç тулли виçĕ ачаччĕ пирĕн: Нина, Люция тата Илья.
Атте килтен тухса кайсан та /эпĕ ун чухне 8 çулта пулнă/ анне асаннене пăрахмарĕ. Вăл мĕн виличчен пирĕнпе пурăнчĕ. Сăпайлă, ĕçчен анне вара икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратрĕ. Паллах, асанне те пулăшнă ăна.
Мăшăрăм, Аркадий Айдак, нумай çул «Ленинская искра» колхоза ертсе пычĕ. Ĕçри хастарлăхшăн тĕрлĕ наградăна, ят-сума тивĕçрĕ. Эпир 40 çул пĕрле пурăнтăмăр, 5 ачана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтертĕмĕр. Халĕ вĕсем çемьеллĕ, ĕçлĕ.
Çак сăн ÿкерчĕке час-часах алла илетĕп эпĕ. Çывăх çыннăмсене, иртнĕ пурнăçа куç умне кăларатăп. Шел те, иртнĕ куна вара тавăрма çук çав.
Людмила АЙДАК.
Етĕрне районĕ, Тури Ачак ялĕ.
Комментари хушас