- Чăвашла верси
- Русская версия
Ĕçпе çитĕннĕ
Шкулта вĕреннĕ вăхăтра ĕç урокне Егор Алексеевич Дмитриев ертсе пыратчĕ. Вăл пире мăлатук, кĕрепле шăлĕ, пуртă аври тата ыт.те ăсталама вĕрентетчĕ. Сăн ÿкерчĕкре Егор Алексеевич пире, 7-мĕш класра вĕренекен хĕрачасене, йывăç савапа ĕçлеме хăнăхтарать. Чăн та, вăл вĕрентни мана пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ. Эпĕ нихăçан та арçын, хĕрарăм ĕçĕсене уйăрса тăман: вите урайне те пĕчченех сарнă, карта-хÿме те юсанă. Ман шутпа, ача-пăчана пĕчĕкрен ĕçе вĕрентни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ĕç вăл — пурнăç тыткăчи.
Людмила АЙДАК.
Етĕрне районĕ, Тури Ачак ялĕ.
Комментари хушас