астăвăм
Çеçпĕл Мишшине халалланă литература каçĕ иртрĕ
Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти ял хуçалăх академинче «Поэзи тĕнчи» ятпа литература каçĕ иртрĕ. Уява Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Геронтий Никифоров тата Сантăр Хучаш юрăç килсе çитрĕç.
Паллă ентеше халалласа фестиваль иртĕ
Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен библиотекинче авăнăн 2-6-мĕшĕсенче Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çитнине халалланă фестиваль иртĕ.
Андриян Григорьевич — космоса вĕçсе хăпарнă виççĕмĕш космонавт, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, çыравçă. Паллă ентешĕмĕр пек пулас тесен лайăх вĕренни çителĕксĕр. 3D-моделировани, электроника, радиотехника, программировании, космос техникине тишкермелле.
Министра асра тытаççĕ
Паян РФ физкультурăпа спорт отличникĕ, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Шелтуков пурăннă пулсан 48 çул тултармаллаччĕ. Шел те, спорт министрĕнче ĕçленĕскер йывăр чире пула пĕлтĕр кĕркунне пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ăна асăнса Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче йывăр атлетика енĕпе республика турнирĕ иртрĕ.