3 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пиçĕхтермелле. Кăштах сивĕнме памалла та ăшă пăтта чирлĕ сыппа сĕрмелле. Компресс хучĕпе витмелле, ăшă япалапа çыхмалла. 2 сехет /çĕрĕпе салтмасан та юрать/ тытмалла. Процедурăна кашни кун ыратни иртичченех тумалла.