ЧĔР КУÇÇИНЕ ПУЛĂШМА
  • 3 апат кашăкĕ сĕлĕ хăрпăкне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут пиçĕхтермелле. Кăштах сивĕнме памалла та ăшă пăтта чирлĕ сыппа сĕрмелле. Компресс хучĕпе витмелле, ăшă япалапа çыхмалла. 2 сехет /çĕрĕпе салтмасан та юрать/ тытмалла. Процедурăна кашни кун ыратни иртичченех тумалла.
  • 25-30 аçтăрхан мăйăрĕн шалти çурхахне çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 21 кун лартмалла. Шĕвекпе ыратакан сыппа кунне темиçе хут сăтăрмалла.

Çĕрлене хирĕç çак настойкăпа компресс хурсан та аван. Унра йĕпетнĕ марльăна ыратакан сыпă çине хумалла, полиэтиленпа витмелле, ăшă япалапа çыхмалла. Çаплах çĕр каçмалла. Сиплев курсĕ - ыратни иртиччен.

  • Чир йывăрлансан /деформирующий артроз/ сыпăсем валли ванна хатĕрлени усăллă. Вĕри шывлă савăта пĕр виçепе илнĕ апат содипе тăвар хутăшне 3 апат кашăкĕ ямалла. Унта урасене чикмелле те ыратакан сыпăсене 15-20 минут массаж тумалла. Унтан урасене шăлмасăрах çăм чăлха тăхăнмалла. Кашни каç çĕрлене хирĕç сипленмелле. Курс - 3 уйăх.
  • Сыпăсен кăмăрчак тĕртĕмĕсене çĕнетме хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ тымарĕ пулăшать. 1 апат кашăкĕ тымара 1 стакан вĕри шыва ямалла, шыв мунчинче 15-20 минут пиçĕхтермелле. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Виçĕ уйăх сипленмелле.
  • 1 апат кашăкĕ пыла 3 апат кашăкĕ пан улми уксусĕнче ирĕлтермелле те ыратакан сыппа сĕрмелле. Çиеле малтан шаккаса çемçетнĕ хупах е купăста çулçи хумалла. Полиэтиленпа тата ăшă япалапа чĕркемелле. Çаплах çĕр каçмалла.
  • Рациона çуллă йÿçексемлĕ çимĕçсем /сельдь,ставрида, семга, скумбри/, кунне 2 апат кашăкĕ йĕтĕн çăвĕ кĕртмелле.
  • Чир лăпланнă тапхăрта ирсерен ансат хусканусем тумалла. Вăрансанах çурăм çинче выртнă май урасене велосипедпа пынă чухнехи пек çавăрттармалла. Урасене черетпе 5-6-шар хут кăкăр патнелле туртăнтармалла. Чĕр куççисене çемçен сăтăркаламалла. Ку сыпăсенче юн куçассине лайăхлатать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.