Алăкран шаккарĕ пурин валли те пур

14 Кăрлач, 2020

Чун ăшши пурин валли те пур

Хаçат ĕçĕпе çула тухсан ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çеç мар, почтальонсем вырăнта хаçат-журнал çырăнтарас кампание епле хутшăннипе те кăсăкланатăп. Муркаш районĕнчи «Герой» ЯХПК правленийĕпе Шурча ялĕнчи почта пĕр çуртра вырнаçнăран харăсах унта та, кунта та пулма ĕлкĕретĕп. Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Алена Антонова хăйне яланхиллех вăр-вар тытнинчен, çав вăхăтрах ял çыннисемпе ытла та çепĕç пулнинчен çав-çавах тĕлĕнме пăрахаймастăп.