Комментари хушас

Хаçат ĕçĕпе çула тухсан ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çеç мар, почтальонсем вырăнта хаçат-журнал çырăнтарас кампание епле хутшăннипе те кăсăкланатăп. Муркаш районĕнчи «Герой» ЯХПК правленийĕпе Шурча ялĕнчи почта пĕр çуртра вырнаçнăран харăсах унта та, кунта та пулма ĕлкĕретĕп. Çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Алена Антонова хăйне яланхиллех вăр-вар тытнинчен, çав вăхăтрах ял çыннисемпе ытла та çепĕç пулнинчен çав-çавах тĕлĕнме пăрахаймастăп.

Чун ăшши пурин валли те çитнĕрен-ши ун патĕнчен çын кунĕпе те татăлмасть. Пĕри килте куллен кирлĕ тавар туянать, тепри электроэнергипе усă курнăшăн укçа тÿлет. Виççĕмĕшĕ иртерех çитĕнекен пахча çимĕç вăрлăхне шырать. Кашнинпех сăмахлама вăхăт тупать Алена Витальевна, кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать. Çав вăхăтрах куллен, декада вăхăтĕнче уйрăмах, «Хыпар» хаçатпа унăн кă-ларăмĕсене йÿнĕ хакпа çырăнса илме май пурри çинчен те аса илтерсех тăрать. «Сире каялла парас укçа шăпах чăваш хаçачĕсенчен пĕрне çырăнма çитет. Вунă кунлăх хăвăрт иртет, акципе усă курса юлăр, укçа-тенке перекетлĕр. Çак кăларăмсенчен сире хăшĕ ытларах килĕшет? Акă вĕсем, сирĕн умрах. Пăхса илĕр-ха, тархасшăн», — тет вĕсен умне хаçатсен çĕнĕ номерĕсене сарса хунă май.
Муркаш тата Етĕрне районĕсен тĕп çыхăну уйрăмĕ Муркаш салинче вырнаçнă. Унăн тытăмне ялсенчи 37 почта кĕрет. «Вĕсенчен чи лайăх ĕçлекенни хăшĕ-ши?» — ыйтрăм тĕп çыхăну уйрăмĕнче çырăнтару енĕпе вăй хуракан специалистран Татьяна Любимовăран. «Манăн Шурча ялĕнчи Алена Антонова ертсе пыракан почтăна уйрăмах палăртас килет, — терĕ Татьяна Геннадьевна. — Алена Витальевнăн кăмăлĕ лайăх, хастарлăхĕ пысăк. Хаçат-журнал çырăнтармалли задание çулленех чыслă пурнăçлать». 2020 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмалли плана хăш-пĕр кăларăмпа ирттерсе те тултарнă иккен. Ытти почтальонсен унран тĕслĕх илмелле те çав, анчах Муркашри тĕп çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракансем калашле, клиентсем валли чун ăшшийĕ пурин те çитмест иккен. Почтăна кам кĕрет, кам тухать — хăшĕ-пĕри пуçне çĕклесе те пăхманран вĕсене асăрхамасăрах юлать. Хут ĕçĕ нихăçан та пĕтмест пулин те килен-каянпа виç сăмах та пулин хушма, çырăнтару пирки аса илтерсех тăма вăхăт тупмаллах ĕнтĕ. «Хаçатсен тиражĕ чакнин пĕр сăлтавĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ», — пĕтĕмлетрĕм эпĕ.
Çĕнĕ çул çитесси эрне юлсан Алена Витальевнăпа каллех тĕл пултăм. Ир кÿлĕм никамах та çукчĕ те вăл сĕтел хушшинче «Хыпарăн» çĕнĕ номерĕпе паллашатчĕ. «Ĕçе чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕпе пуçлатăн иккен», — терĕм савăнса. «Çапла, — хуравларĕ сăпайлăн Алена Антонова. — «Хыпар» — манăн чи юратнă кăларăмсенчен пĕри. Эпĕ Вăрнар поселокĕнче çуралнă. Пире шкулта чăвашла вуçех те вĕрентмен. Çавăнпа эпĕ пĕчĕк чухне республикăра тухса тăракан ача-пăча хаçачĕ- журналĕпе туслашайман. Тавах аннене. Вăл тăван чĕлхепе калаçма çеç мар, вулама та, çырма та вĕрентрĕ. Халĕ акă илемлĕ литературăна та çăмăллăнах вулатăп». Почта ĕçĕ ăна чунтанах килĕшет иккен. Сăмах май, унăн йăмăкĕ Татьяна Витальевна та почтальонка. Вăрнар районĕнчи Малти Ишекри çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет.
Пĕртăвансен тăван культурăна юратасси, сăвăсем шăрçаласси, сăн ÿкерчĕксем калăпласси Вăрнар районĕнчи Çĕрпел ялĕнче çуралнă чăваш поэчĕпе Çĕпритун Шăпчăкпа /Спиридон Толмасовпа/ тачă çыхăннă. Сăвăç вĕсен аслашшĕн пиччĕшĕ пулать-мĕн. Алена Витальевна акă мĕншĕн халăхпа яланах уçă кăмăллă, çепĕç. Пĕррехинче унăн сăвă альбомĕпе эпĕ те паллашнăччĕ. Тăван тавралăх илемĕ, ĕçе кунран-кун юратса çÿрени, ытти тема та тыткăнлать чун- чĕрине. Пĕр çулхине Шупашкарта почта ĕçченĕсен хушшинче пултарулăх енĕпе конкурс иртнĕ. Алена Антонова комисси членĕсене хăйĕн сăввисене каласа тĕлĕнтернĕ, киле кубокпа таврăннă. Халăхпа калаçма ÿркенменренех вăл 2018 çулта лотерея билетне 9 пин тенкĕлĕх сутнă, пĕлтĕр вара 15 пинлĕх салатма пултарнă. Халăх, уйрăмах ачасен, пурнăçне страхлас енĕпе те çаврăнăçуллă вăл. Ял çыннисем куллен кирлĕ тавара кунта юратса туянаççĕ.
Почтăна ялти библиотекăра вăй хуракан Светлана Троицкая кĕчĕ. Эпĕ мĕнле сăлтавпа пынине пĕлсен калаçăва хутшăнчĕ. «Ял уявне халалласа çулленех сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттеретĕп, — терĕ. — Унта Алена Витальевна яланах хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Пĕр çулхине «С любовью к моему селу» конкурс валли пĕр стенда кĕрейми паха сăн ÿкерчĕксем илсе килчĕ». Çав кун çыхăну уйрăмĕнче ял çыннисем Филипп Семенов, Валерий Черкесов, ыттисем те тĕрлĕ сăлтавпа пулчĕç. Алена Антонова çинчен кашни ырă сăмах çеç каларĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.