Ача-пăча

9 Пуш, 2017

Пĕр ачи те çĕрле йĕрмĕшсе амăшĕн ыйхине татман

«Ача-пăча ÿстересси вутра çуннă пек», — тенĕ ваттисем. Çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк чун малтан йĕрсе канăçсăрланать, пысăкланнăçемĕн хуйхи хушăнса пырать. Шупашкар районĕнче Çатракассинче пурăнакан Татьяна Федорова пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Тĕлĕнмелле те, пĕри те çĕрле канăçсăрланса унăн ыйхине татман. «Ыйхăсăр каç мĕнне пĕлместĕп эпĕ», — терĕ вăл.

Кил ăшшин управçи Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче çуралнă. Шăпа мăшăра Шупашкар районне илсе çитернĕ.

2 Чÿк, 2016

АЧА УПАЛЕНМЕ ВĔРЕНЕТ

Ача упаленме вĕреннĕ тапхăр — унăн аталанăвĕнче чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри. Ашшĕ-амăшĕн çак тапхăрта уйрăмах тÿсĕмлĕ пулмалла.

Вăхăт çитсен

Тĕпрен илсен, ачасем 7-8 уйăхсенче ирĕклĕн упаленме тытăнаççĕ. Сирĕн ача 8 уйăхран иртнĕ хыççăн кăна упаленме хăтланнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Тен, ачăр питĕ лăпкă, çавна май васкамасть-ха. Унсăр пуçне çак ÿсĕмре моторика аталанăвĕнче хĕрачасем арçын ачасенчен кăшт юларах пыраççĕ.

2 Чÿк, 2016

ÇУЛТАЛĂКА ТА ÇИТМЕН-ХА

Пепкешĕн малтанхи уйăхсенче чи лайăх теттесем — хăйĕн кĕлетки, амăшĕн çÿçĕ тата пичĕ.

1. Ачана тетте хăш ÿсĕмрен пуçласа кирлĕ-ха? Малтанхи уйăхсенче — хăйĕн кĕлетки, амăшĕн çÿçĕ, пичĕ. Упаленме пуçласан чи ансат япаласем — лÿчĕркеннĕ хут, апат кашăкĕ — кăсăклантараççĕ. Çапах та 3-4 уйăхран иртнисем кравачĕ çийĕнчи çаврăнса тăракан теттесене тимлесех пăхаççĕ, çемçе теттепе выляма юратаççĕ. 5 уйăхран пуçласа шатăртакан, чăштăртатакан, шăхăракан теттесем туянма юрать.

15 Авăн, 2016

Ксюша юр айĕнче 5 сехет ларнă

«Ача-пăча ÿстересси вутра çуннă пек», — тенĕ ваттисем. Вĕсемпе тимлĕхе самантлăха та çухатма юрамасть. Ара, инкек курасси инçех те мар çке-ха.

7 Çурла, 2014

Чĕрĕ чунсене юратакан София

Çичĕ уйăхра Шупашкарта çут тĕнчене çав тери имшеркке те нишлĕ килнĕ София Дробаха. Ашшĕпе амăшне хытă пăшăрхантарнă вăл. Унăн чылай вăхăт больницăра сипленме тивнĕ. Килтисем пĕчĕкскере ачашшăн Софа тесе чĕнме тытăннă.

Урама уçăлтарма тухсан чылайăшĕ хĕр ача йăтнă çамрăка шăтарасла пăхнă.

Pages