Комментари хушас

2 Чÿк, 2016

АЧА УПАЛЕНМЕ ВĔРЕНЕТ

Ача упаленме вĕреннĕ тапхăр — унăн аталанăвĕнче чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри. Ашшĕ-амăшĕн çак тапхăрта уйрăмах тÿсĕмлĕ пулмалла.

Вăхăт çитсен

Тĕпрен илсен, ачасем 7-8 уйăхсенче ирĕклĕн упаленме тытăнаççĕ. Сирĕн ача 8 уйăхран иртнĕ хыççăн кăна упаленме хăтланнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Тен, ачăр питĕ лăпкă, çавна май васкамасть-ха. Унсăр пуçне çак ÿсĕмре моторика аталанăвĕнче хĕрачасем арçын ачасенчен кăшт юларах пыраççĕ.

Пĕчĕкскерсен тата хускану мелĕ те тĕрлĕрен. Ачасенчен хăшĕсем — купарчипе малалла, теприсем — выртса, виççĕмĕшсем — хурт пек авкаланса, тăваттăмĕшсем тата урăхла мелпе упаленме пултараççĕ. Майĕпенех ача упаленÿ техникине /тĕрлĕ енчи ал-урана хĕреслĕ хускатма/ хăнăхать. Çапла майпа вăл ал-урипе пуçне шайлашуллă хусатма вĕренет.

Мĕншĕн кирлĕ?

Упаленни — ача аталанăвĕнче питĕ кирлĕ тапхăр, пĕтĕм хусканăвăн хăйне евĕр пуçламăшĕ тата никĕсĕ. Упаленнĕ чухне кĕлеткен мĕнпур мышци çирĕпленет, ÿссе пыракан пепкен хускану хăнăхăвĕсен шайлашулăхĕ ÿсет. Упаленĕве ачан пĕтĕм мышци, уйрăмах хулпуççисен, алăсен, çурăм шăммин пĕтĕм мышци хутшăнать. Ачан ÿт-пÿ аталанăвĕпе ăс-тăн аталанăвĕ пĕр-пĕринпе тÿрремĕнех çыхăннă. Халĕ вăл хăй мĕн тунине ăнлансах хускалать. Ку кăна мар-ха, ача ăçта тата мĕнле упаленмелли çинчен шухăшлама тытăнать, çакна хăй татса парать, çапла майпа тавралăхпа тĕплĕнрех паллашать.

Неврологсем шухăшланă тăрăх, шăпах çак тапхăрта пуç мимин сылтăм тата сулахай çурчăмăрĕсем хушшинче çыхăну йĕркеленет. Çавăнпа ир упаленме пуçланă ачасен икĕ çурчăмăрĕ те аталаннă. Ку ачасем ÿссен гуманитари ăслăлăхĕсемпе те, техника ăслăлăхĕсемпе пĕр пекех кăсăкланни палăрать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.