Тавралăх илемĕшĕн кашни яваплă

30 Ака, 2015

Шупашкар чылайăшне хăйĕн тасалăхĕпе, илемпе тата тирпейлĕхĕпе илĕртет. Анчах та тĕттĕм тăкăрлăксем хула тĕп урамĕсенчен палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ çав.

Нумай пулмасть аякран куçса килнĕ пĕлĕшĕм Шупашкара лайăхах пĕлмест. Нÿхреплĕ гараж туянас шухăшлăскерпе кану кунĕсенче хулан тĕрлĕ кĕтесне çитсе килтĕмĕр. Пĕлтерÿ тăрăх малтан Ленин комсомолĕн урамне çул тытрăмăр. Ку тăрăхра чăн та гараж нумай. Анчах та вĕсен хушшипе çынсем мĕнле иртсе çÿреççĕ-ши? Çÿп-çап контейнерĕсем туп-тулли. Картон, пластмасса савăт тата кулленхи пурнăçра усă курма пăрахнă ытти япала сапаланса выртни общество транспортĕнче пынă чухне те курăнать. Энгельс урамĕнче те гараж чылай. Кунта та мĕн кăна йăваланса выртмасть-ши? Кивĕ сĕтел-пуканпа тумтир таранах. Халăх лайăх пурăнма тăрăшнă май çĕнĕрен çĕннине туянать. Çавна май хăшĕ-пĕри усă курма пăрахнине урама, çын курман çĕре, кăларса ывăтать. Çавăнпах çырма-çатра, гараж таврашĕ çÿп-çаппа тулать. Кунĕпех тирпейсĕр тăкăрлăксемпе «киленсе» çÿренĕ хыççăн пĕлĕшĕмĕрĕн туянас шухăшĕ те сÿнчĕ. Богданка тăрăхне кайма тухнăскер çулран пăрăнчĕ.

Тепрехинче çула кĕскетес шухăшпа Трактор тăвакансен культура керменĕ хыçĕнчи вăрманпа утса тухрăмăр. Çулла кунта пĕрмай халăх хĕвĕшет. Хальлĕхе çутçанталăкра канакан сахалрах-ха. Çапах унта-кунта паян та çÿп-çап йăваланса выртать. Пушă кĕленче, пластмасса чашăк-тирĕк... Культура керменĕ хыçĕнче çÿп-çап контейнерĕсем те вырнаçтарнă. Вĕсем вăрманта та пур. Каяш хумалли хатĕрсем пуш-пушах, йĕри-тавра - çÿп-çап.

Тавралăха варалакана аякра шырама кирлĕ те мар, вĕсем çакăнти иртен-çÿрен, кунта канма килекен...

Нумай пулмасть тăвансен кăнтăр районĕнче вырнаçнă дачине кайса килме тиврĕ. Чарăнуран ытла аякра та мар. Ку тăрăхра çÿп-çапа тахçантанпа пуçтарман пек туйăнчĕ. Хуçăлнă, каснă йывăç-турата унта та кунта купаласа хунă, анчах та тиесе кайман. Карта çумĕнче эрех кĕленчисем, ытти ăпăр-тапăр йăваланса выртать. Ĕçлеме пăрахнă сивĕтмĕш, кивĕ магнитола пайĕсем те куç тĕлне пулчĕç.

Çĕнĕ Кăнтăр районĕнче вырнаçнă Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинчен аялалла, Кăнтăр поселокĕ еннелле ансан таçта çити тăсăлакан пысăк çырма пур. Çыран айккипе кунта та гараж нумай. Анчах та вĕсен патне çывхарма та çук. Ку тăрăхра темиçе çул нимĕн те тасатман пек туйăнать. Çырми часах хула çÿп-çапĕпе тулать ахăр.

Октябрь кĕперĕ айĕнче çулла та таса марччĕ. Халĕ те çавах. Кунта пуçтарса та ĕлкĕреймеççĕ пулмалла. Çул айккипе дачăсем вырнаçнă. Шăпах вĕсен хуçисем мĕнпур ăпăр-тапăра çакăнта килсе пăрахаççĕ те ĕнтĕ. Шăтăк-çурăк витресем, кивĕ сĕтел-пукан тата тем те пĕр выртать купара. Кĕпер айĕнче никам куçĕ тĕлне те пулмасть тенĕ-ши?

Чăваш Енре санкцисĕр çÿп-çап куписене тĕп тăвас енĕпе кĕрешмеççĕ мар. Хулара «Çÿп-çапа хирĕç - селфи» акци те ирттернĕччĕ. ЧР çутçанталăк министерстви республика çыннисенчен тирпейсĕр вырăна сăнланă сăнÿкерчĕксене пĕр уйăх йышăннă. Кайран çавна вырăнти хăйтытăмлăх ĕçченĕсене ярса панă, санкцисĕр çÿп-çап куписене пĕтерме хушнă. Ку акцие Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере тата Шăмăршăра пурăнакансем уйрăмах хастар хутшăннă.

Тасамарлăх çуркунне шывпа юхса каймасть, çĕр çинчех выртса юлать. Хула илемĕ йăлтах çынсенчен килет. Тавралăх илемĕшĕн кашниех яваплă.

Елена АТАМАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.