Тăван кил ăшшине упракансем

19 Чÿк, 2016

Етĕрне районĕнчи Талуй ялĕнче пурăнакан Александровсем нумаях пулмасть мĕнпур тăванне кĕреке юрри шăрантарма йыхравланă. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕ: Галина Анатольевнăпа Александр Юрьевич йăх-несĕлĕмĕр йăли-йĕркине сăвап туса çĕнĕ пÿрт ĕçки ирттернĕ.

Ĕçе 2012 çулта пуçăннă вĕсем. Ун чухне çемье кредитпа усă курса строительство материалĕсем туянма тытăннă. Икĕ çултан ялта пурăнакан çамрăк специалистсене патшалăх пулăшăвĕ тивĕçнĕ. Çапла 2014 çулхи çурла уйăхĕнче пÿрте купаланă. Унăн тăррине те вăраха тăсмасăр витнĕ. Урай сарса мачча çапсан, чÿречепе алăк лартсан юпа уйăхĕнче çĕнĕ çурта куçнă. Çурт çĕкленĕ вăхăтра çемье çилнĕкре пурăннă-çке, пĕчĕк ачасемпе унта хĕл каçаймăн. Çавăнпах çурта кĕме васканă та Александровсем. Хĕллехи кун та ахаль ларман çемье — пÿрт ăш-чиккинче ĕç сахал-и? Çавсемпе аппаланнă та. Çурта хăтлăлатса çитерме кĕмĕл сахал мар кирлĕ, чылай чухне çакă ĕçе вăхăтлă вĕçлеме ура хурса пырать те. Çавăнпах Александровсен те стройка тăсăлнă. Кăçалччен вĕсем обой çыпăçтармасăр штукатуркăллă стенапах пурăннă. Газ та малтан котельнăйра çеç пулнă, нумаях пулмасть ăна çемье тăрăшса çурта кĕртнĕ.

— Кăçал вăй çитерсе çурта шалтан илемлетрĕмĕр. Ĕлĕкхи йăлапа тăвансене хăнана пухрăмăр. Пурте такçанах килсе курасшăн, кĕреке аслă пулчĕ — нумайăн пухăнчĕç, — тет кăмăллăн кил хуçи арăмĕ.

Шкулта ача çук

Çĕнĕ çурт кивви вырăнĕнче ларать. Александр çемйипе тăван килĕнче тĕпленнĕ. Хунямăшĕпе кинĕ килĕштерсе пурăннине те палăртмалла. Александр — Валентина Тимофеевнăн виçĕ ачинчен асли. Иккĕшĕ — хĕр. Вĕсем тăван килтен çунат сарса вĕçсе тухса каясси паллă ĕнтĕ. Çавăнпах Саша тăван кил ăшшине упрас тивĕçĕ хăйĕнче иккенне çамрăкранах ăнланнă. Ялтан тухса каяс тĕллев унăн шухăшĕнче пачах пулман. Çакна мăшăрĕ Галина та ăнланнă. Çавăнпах çемье çавăрсан ăçта пурăнасси пирки калаçу та пуçарман. «Каламасăрах паллă» теççĕ-и кун пек чухне.

— Мана хулара пурăнма йывăр — сывлăш çитмест. Ялта пÿртрен тухсанах тăван тавралăх, уçă сывлăш, — пытармасть Галина Анатольевна. Мăшăрĕ те унпа килĕшет:

— Хулара тăватă кĕтесре мĕнле пурăнмалла? Çÿлти хутра — пушшех. Урама тухасси те пысăк ĕç. Пире валли мар хула пурнăçĕ.

Кăçал Александровсем пĕрлешнĕренпе 10 çул çитнĕ. Пукане пек икĕ хĕр: Вероникăпа Арина — куç тулли çитĕнеççĕ. Асли 3-мĕш класра вĕренет, кĕçĕнни ача садне çÿрет. Кил хуçи водительте тăрăшать, 2009 çултанпах шкул автобусĕпе ачасене турттарать. Малтан та шкултах тăрăшнă-ха вăл — йывăр тиевлĕ машинăпа 2001 çултанпах çÿренĕ. Анчах вăтам шкула 9 класс вĕренмелли тусан ĕçрен кайма тивнĕ. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ хыççăн шкул автобус туянсан каллех унта вырнаçнă. Шăпах ун чухне Александровсем шкула иккĕн пынă. Галина Анатольевна кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен Мăн Сĕнтĕрти пуçламăш шкул-ача садĕнче социаллă педагог шутланнă, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Шел, ачасем сахалланăран штата кĕскетнине пула ĕçсĕр юлнă. Нимĕн те тăваймăн. Хальлĕхе килте ларма тивет.

— Ялта ачасем сахаллансах пы­раççĕ. Урамра та шутлă çеç вĕсем. Чăваш чĕлхин шăпи те ыйтуллă. Ялти шкулта тăван чĕлхепе калаçаççĕ-ха, хулара — çук. Ял шкулĕсем вара хупăнсах пыраççĕ. Ача садне хуларисем те çÿренипе вырăсла хутшăнаççĕ. Çуллахи вăхăтра та ачасем вырăсла калаçаççĕ — хуларисем килсе тулаççĕ те. Çакă та кулянтарать, — пăшăрханăвне систерет тăван чĕлхе вĕрентекенĕ.

«Килте ларать» тенин пĕлтерĕшĕ те расна-ха. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, пахча тулли çимĕç çитĕнтернĕ чухне ĕç сахал-и? Александровсен вара сумалли виçĕ ĕне, пăру, сурăхсем, çăвăрлă сысна, чăххи-чĕппи...

Хăнана кайсан...

Галина Анатольевна Элĕк районĕнчи Уйкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Етĕрнери аграри техникумĕнче вĕреннĕ чухне вăл Талуйри хĕрпе туслашнă. Таньăсем патне хăнана час-часах çÿренĕ. Пушăн саккăрмĕшĕнче черетлĕ хутчен хăнана пырсан каçхине хĕрсем клуба тухнă. Культура çурчĕн ертÿçи Альбина Ивановна çамрăксем валли тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Уяв ячĕпе хатĕрленĕ пĕр конкурсра Гальăпа Саша пĕр ушкăна лекнĕ те. Шăпах çавăн чухне калаçма тытăннă çамрăксем. Урама тухсан пĕр-пĕрне малтанах та курнă-ха, анчах каччă хĕрпе паллашма сăлтав тупайман-ши? Пушăн саккăрмĕшĕнче вара Гальăна Таньăсен килĕ умне çити ăсатнă. Çакăнтан пĕр-пĕрне çухатман та.

Техникумран вĕренсе тухсан Галина ЧППУн чăваш филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Тепĕр чухне хĕр тусĕ патне хăнана çитнĕ, каçхине савнă тусĕпе курнăçма васканă. Хушăран Саша та савнине курма хулана çула тухнă.

Тăватă çул туслă çÿренĕ хыççăн 2006 çулта çамрăксем çемье çавăрнă. 2007 çулта Галина диплом илсе Мăн Сĕнтĕрти шкула ĕçлеме вырнаçнă.

— Упăшкам лайăх. Киревсĕр йăласем те çук унăн. Ĕçе тиркемест, алли ылтăн. Çуртри мĕнпур ĕçе хăй пурнăçланă тесен те йăнăш мар. Пăта çапмалла-и, кирпĕч хумалла-и, тимĕр авмалла — хăех ăста. Çутă та хăех кĕртрĕ, — мăшăрне ырлать хĕрарăм.

— Сварка çеç тытмастăп, — пÿлет ăна Александр Юрьевич.

Канура та, ĕçре те — пĕрле

Александровсен аслă хĕрĕ Вероника юрлама ăста. Сцена çине виçĕ çултах тухнă вăл. Пултарулăхĕ амăшĕнчен куçнă темелле-ши? Галина Анатольевна та ачаранах тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене сцена çине пĕрре мар кăларнă. Анатолий Якимов ăста купăсçă-çке. Мăшăрĕ те юрă-ташăра хастар. Галина университетра вĕреннĕ чухне те «Сипет» ансамбле çÿренĕ.

— Купăс каламасан пÿрне те хытать. Хушăран тыткалатăп та — йывăртарах. Аттепе пиччене çитейместĕп, анчах чун валли калама пултаратăп. Ялти ансамбле те юрлама çÿренĕ. Юлашки вăхăтра çеç каяймарăм, — пĕлтерет хĕрарăм.

Вероника юрлама çеç мар, тĕрлĕ япала ăсталама та матур. Ку енĕпе асламăшне хывнă пулинех. Валентина Тимофеевна темĕн тĕрлĕ тĕрĕ ăсталать. Рама çукран вĕсем хальлĕхе çĕнĕ çуртра вырăн тупайман-ха. Часах стенасене тĕрлĕ илем капăрлатĕ.

— Анне пирĕншĕн тĕрек. Канура та, ĕçре те пĕрле эпир. Çуллахи вăхăтра Саша ĕçлеме кайсан аннепе иксĕмĕрех тăрăшатпăр. Кăçал обой та иккĕнех çыпăçтартăмăр.

Çурта хăпартса кĕме çăмăл пулмарĕ паллах. Документпа та нумай чупмалла. Арина пÿрт купаланă чухне çулталăкра çеçчĕ. Юрать-ха саппун аркинчен çакăнса çÿремерĕç. Йăмăкне Вероника пăхрĕ. Чирлемерĕç те.

Килĕштерсе пурăнас тесен пĕр-пĕрне пулăшмалла, ăнланмалла. Пĕрне йывăр чухне теприн çакна туймалла, тĕрек памалла, — вĕçлерĕç калаçăва арăмĕпе упăшки телейлĕ пурăннине систерсе.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.