- Чăвашла верси
- Русская версия
Тăван чĕлхене те, юттине те пĕлмелле
2001 çултан пуçласа кашни çулах авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Европăра чĕлхесен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ – тĕрлĕ чĕлхесене вĕрентнине аталантарасси, кашни çын сахалтан та икĕ чĕлхе пĕлтĕр тесе тăрăшасси. 18-мĕш ĕмĕртех ют чĕлхене пĕлнипе «мухтанасси» модăра пулнă, тăван чĕлхепе калаçнă хушăрах çынсем француз, нимĕç е латынь сăмахĕсене хушса хунă. Тĕнчипе пурĕ 7 000 чĕлхе. Чи нумай çын калаçакан чĕлхе паянхи куна – китай чĕлхи. Ун хыççăн акăлчан чĕлхи тăрать. Вăл 59 çĕршывра патшалăх чĕлхи шутланать.
Тĕлĕнмелле илемлĕ те кăсăклă вăл. Ытти ют чĕлхе пекех ăна кĕçĕн классенче вĕренекенсем уйрăмах çăмăл та хăвăрт хăнăхаççĕ. Чи тухăçлă мел — вăйăпа вĕрентни. Шел те, хăш-пĕр çемьере шкул çине çеç шанаççĕ. Çав вăхăтрах ывăл-хĕрĕпе мĕн пĕчĕкрен пĕрле вĕренсе пыма вăхăт тупнисем пурри савăнтарать.
Ача ÿснĕçем ют чĕлхепе сахалрах кăсăкланать, аслă классенче ăна вĕренес текенсене пÿрнепе шутлама пулать. Хăш-пĕр ача «Пире ют чĕлхе мĕн тума кирлĕ?» тени, чăнахах та, кăмăла хуçать. Çапах та, Аслă Чемен шкулĕнче акăлчан чĕлхине чунтан вĕренекенсем пур. 10-мĕш класра ăс пухакан Ангелина Ананьевăпа Ирина Дубинина тата 11-мĕш класри Карина Фролова хăйсен пурнăçне ют чĕлхепе çыхăнтарасшăн. Пикесем çак предметпа тĕрлĕрен конкурсра темиçе хутчен палăрнă. Районта акăлчан чĕлхипе иртнĕ олимпиадăн призерĕсем, «Excelsior» фестиваль- конференцийĕн çĕнтерÿçисем вĕсем. 8-мĕш класри Катя Ежовăн тата 9-мĕшĕнче вĕренекен Оля Зотовăн çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ.
Халĕ лавккасенче ют чĕлхене алла илес текенсем валли темĕн те сутаççĕ, интернетра та усăлли тупма пулать. Ан ÿркен çеç. Акăлчан чĕлхи, ыттисем пекех, куллен вĕренсе пымасан манăçать. Ăна тĕпе хурса нумай сăмах пĕлмелле, ытларах калаçма тăрăшмалла, кино, мультфильм пăхмалла, калаçнине итлемелле. Шкулта вăл йывăр предметсенчен пĕри шутланать. Темиçе çултан ăна ППЭ тытмалли предметсен йышне кĕртме палăртнă.
«Пĕр чĕлхе пĕлни — пĕр ăс, икĕ чĕлхе пĕлни — икĕ ăс» тенĕ. Фридрих Энгельс — 20 чĕлхе, чăвашран тухнă паллă ăсчах Никита Бичурин чăваш чĕлхисĕр пуçне грек, латынь, француз, китай, вырăс чĕлхисене аван чухланă. Василий Егоров профессор — 31 чĕлхепе калаçакан чăваш тĕпчевçи, Иван Яковлев та, тăван халăха çутта кăларнăскер, питĕ ăслă, тавçăруллă, нумай чĕлхе пĕлекен çын пулнă.
Вырăсра акăлчанран килнĕ сăмах çав тери нумай. Ют чĕлхене пĕлмесен аван мар лару-тăрăва лекме пулать. Акă, тĕслĕхрен, хăш-пĕр çын тумтирĕ çинче мĕн çырнине шута илмесĕрех туянни паллă. «Япăх кăмăллă çын», «çап мана», «чуп ту», «шуйттан», «тасал кунтан» тесе çырнă тумтирсем тăхăнни самана таппипе тан утнине пĕлтерет-шим?
Мĕнле профессисене кирлĕ-ха акăлчан чĕлхи? Куçаруçа, вĕрентекене, дипломата, журналиста, ăсчаха, стюардессăна, такси-автобус водительне,дизайнера, артиста, пилота, бухгалтера, тухтăра, сутуçа, артиста… Ют çĕршыва кайса унăн культурипе, йăли-йĕркипе паллашма ĕмĕтленекенсене те.
Надежда КОШЕЛЕВА, акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ. Малалла вулас...
Патăрьел районĕ,
Аслă Чемен шкулĕ.
Комментари хушас