Тăваллах талпăнаççĕ

17 Нарăс, 2017

Муниципалитетсенче «Районăн 2016 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ тата 2017 çулхи тĕллевĕсем» темăпа кунсеренех канашлусем иртеççĕ. Кашнинчех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй хутшăнать.

Нарăсăн 16-мĕшĕнче вăл Шупашкар районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрне çитсе курнинчен пуçланчĕ. Кунта физкультурăпа спорт мĕнле аталаннине, ку енĕпе сиксе тухакан çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Михаил Васильевич çынсен сывлăхне çирĕплетес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрнине ырларĕ. Вунă çул каялла уçнă комплексра 41 учительпе тренер ĕçлет, спортăн 16 енĕпе туслашма пулать. Районта Европа, Раççей шайĕнчи ăмăртусенче палăрнă спортсменсем питĕ нумай. Чылайăшĕ «Улăпра» пĕрремĕш утăм тунă.

Михаил Игнатьев республикăри спорт аталанăвĕ, тунă çитĕнÿсем çинчен каласа кăтартрĕ, спорт сооруженийĕсем тумалли плансемпе паллаштарчĕ, çамрăк спортсменсен пĕр ушкăнне 1-мĕш разряд тултарнине çирĕплетекен документсене пачĕ. Буфетра пулас чемпионсене ют çĕршывра туса кăларнă тем тĕрлĕ пылак шыв, чипс сутнипе вара кăмăлсăрланчĕ: «Патриот пулмалла. Сывлăха упрас тесен хамăр туса кăларнă, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç çимелле».

Сăмах май, тĕлпулăва хатĕрленсе «Чăваш Енре туса кăларнине туян» пысăк курав йĕркеленĕ. Унта районти предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем хатĕрлекен апат-çимĕçе илĕртÿллĕ вырнаçтарнă. Вăл республикăри чи пысăк районсенчен пĕрин экономика потенциалĕ çирĕп пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Михаил Васильевич, нумай çул Шупашкар районĕнче вăй хунăран, кунти лару-тăрăва питĕ лайăх пĕлет. Анлă пухăва уçнă май çакна палăртрĕ: çăмăл мар лару-тăрура та республика пĕлтĕр хăй çине илнĕ социаллă обязательствăсене пурнăçлама мехел çитернĕ. Шупашкар районĕ те тĕрлĕ шайри влаç органĕсемпе килĕштерсе ĕçленĕрен нумай обязательствăсене пурнăçланă. Тĕрлĕ харпăрлăхлă организацисем хăвата ÿстерме пултарнă. Ĕç укçи тÿлессипе парăмсем çук. Унăн пĕлтĕрхи вăтам виçи 20 пин те 333 тенкĕпе танлашнă. Ĕçсĕр çынсен шучĕ республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех. Вилекенсен шучĕ 3,4 процент сахалланнă. Ытти кăтартусем те мăнаçланмалăх пур: ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕм калăпăшĕ 8325 миллион тенке çитнĕ. Ку — республикăри чи лайăх кăтарту. Тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсем пуçтарса илнĕ пахчаçимĕç тÿпипе те вĕсене çитекенни çук. Пĕлтĕр ăна 21 пин ытла тонна çитĕнтернĕ. Ĕне-выльăх тата кайăк-кĕшĕк /чĕрĕ виçепе/ продукцийĕ туса илессипе те /62225,7 тонна/ район пĕрремĕш вырăн йышăннă. Сĕт сăвасси 4,3 процент ÿснĕ /33069,8 тонна/. Республикăра — 4-мĕш вырăн. Нихăш ĕçе те укçа-тенкĕсĕр тăваймастăн. Пĕлтĕр районăн пĕрлехи бюджетне 905,5 миллион тенкĕ тупăш кĕнĕ. Палăртнинчен — 100,4 процент. Çав вăхăтрах çулталăк вĕçлениччен 20 миллион тенкĕ нухратпа усă курма ĕлкĕреймен. Республика Пуçлăхĕнчен сăмах тиврĕ: «Çаврăнăçуллăрах пулмалла. Пур укçапа усă курма пĕлместпĕр пулсан халăха куçран мĕнле пăхмалла?»

Финанс министрĕ Светлана Енилина шăпах резервсем пирки сăмах хускатрĕ, вĕсене шута илсе, вырăнти хыснана укçа ытларах хывма май пуррине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Района инвестици ытларах явăçтармалли çинчен те сахал мар каларĕç. Унсăрăн капланса çитнĕ ыйтусене татса пама йывăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев Шупашкар районĕн тăрăхĕ иртнĕ çул мĕнле аталанни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Çитменлĕхсене те пытарма тăрăшмарĕ. Вĕсем те сахал мар. Калăпăр, район ваккăн суту-илÿ тăвассипе республикăра 15-мĕш вырăнта. Усă курма панă çĕршĕн, пурлăхшăн нухрат пуçтарасси те уксахлать: 9335,3 пин тата 2593,8 пин тенкĕ пуçтарайман. ЖКХ организацийĕсене те алă çупса мухтамаллиех çук: вĕсем çутăшăн 12,6 миллион тенкĕ парăма кĕнĕ.

Хула çумĕнчи районта нумай хваттерлĕ 416 çурт. Вĕсене тытса тăма кĕмĕл сахал мар кирлĕ. 3265 çын пурăнакан 38 çурта тĕплĕ юсав тума вăй çитернĕ. Ишĕлекен 103 çуртри 290 çынна çĕнĕ çĕре куçарнă. Райцентрта нумай хутлă çурт тума аукцион иртет.

Районта 13 программăна пурнăçлаççĕ. Ăна валли иртнĕ çул 859 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал тата 871 миллион ытла, çав шутра республика бюджетĕнчен 450 миллион тенкĕпе усă курма палăртнă. Çав вăхăтрах ЖКХра, ял хуçалăхĕнче, çул-йĕр юсас сферăра уйăрнă укçа-тенкĕпе туллин усă курман тĕслĕхсем пур. Тухса калаçакансем çакна пайăррăн палăртрĕç.

Социаллă ыйтусенчен те пăрăнса иртмерĕç. Вĕсем çынсене уйрăмах канăçсăрлантараççĕ. Районта çывăх вăхăтрах 4 ФАП уçма палăртнă. Ырă шухăш, анчах уçнисем те пурте йĕркеллĕ ĕçлемеççĕ иккен: 4-ĕнче фельдшер çук. Республика Пуçлăхĕ тĕп хулапа юнашар медицина специалисчĕ тупайманнине ĕненмерĕ.

Тăрăшуллă, таса пурăнас кăмăллă çынна экологи ыйтăвĕсем те шухăшлаттараççĕ. Ял-ялĕнче çÿп-çап пуçтарассине кирлĕ пек йĕркелемен. Хăшпĕринче контейнерсем лартса панă пулсан та халăх каяш тиесе кайнăшăн тÿлес шутлă мар-мĕн. Республика Пуçлăхĕн кунта та сĕнÿ тупăнчĕ: «Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Ăнлантарса памалла. Ним туса та ÿкĕте кĕменнисене çут çанталăка вараланăшăн штрафламалла».

Ял тăрăхĕ мĕнле аталанасси çамрăк çемьесем хушăнса пынинчен нумай килет. Иртнĕ çул 472 çемье чăмăртаннă. Анчах уйрăлакансем те сахал мар. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Мăшăрлану керменĕн пуçлăхĕ уйрăлакансемпе ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Тĕп сăлтавсен шутĕнче — мăшăрсем пĕр-пĕрне улталани /34 процент/, ĕçкĕпе иртĕхни, укçа-тенкĕ çитсе пыманни.

Бюджетăн 60 процентне пĕлÿ сферине яни — малашлăха çул хывни. 3 çула çитнĕ шăпăрлансене ача сачĕпе тивĕçтернĕ, халĕ 2 çулхисене вырнаçтарас тĕллевпе ĕçлеççĕ. Шкул ачисен шучĕ ÿсни савăнтарать. Пĕлтĕр 137 хушăннă. Шкулта пурĕ 5061 вĕренекен ăс пухать. Районта 18 çула çитмен 12 пин ача пурăнать. Апла пулсан пуласлăх пур. Ĕçлеме, пурăнма кăна пĕлмелле.

 Василий СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.