Татьяна чĕртнĕ çутă

5 Çĕртме, 2018

Ăçта кăна пурăнмаççĕ-ши пирĕн йăхташсем? Тăван кĕтесрен инçетре пулсан та хăйсем чăваш пулнине манмаççĕ, чунпа, юнпа пĕр пеккисене çыхăнтаракан майсем тупма тăрăшаççĕ.

Акă Тюмень облаçĕнчи Ханты-Манси автономи округне кĕрекен Сургут хулинче те йышлă вĕсем. Сакăр çул каялла унта «Туслăх» ятпа чăваш наци культура автономийĕ йĕркеленнĕ. Чăваш Енри Шăмăршă районĕнче ÿснĕ Татьяна Кузьмина ертсе пырать ăна. Татьяна Юрьевна хăйĕн тĕллевне тăван культурăна упраса хăварассипе, ăна аталантарассипе, округра пурăнакан тĕрлĕ халăх туслăхне çирĕплетессипе çыхăнтарать.
Çак тапхăрта мĕн тума пултарнă-ха? 2012 çулта «Туслăх» вокал коллективĕ ĕçлесе кайнă, тепĕр икĕ çултан — «Нарспи» ташă ушкăнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене Сургутра çеç мар, Ханты-Манси тата Ямал-Ненец округĕсенчи хуласенче те лайăх пĕлеççĕ. Унти юрăçсемпе ташă ăстисем тĕрлĕ конкурспа фестивале хутшăнса чăвашсен йăли-йĕркипе, культурипе паллаштараççĕ. Тăрăшакансене пулăшаççĕ те. Икĕ çул каялла «Туслăх» чăваш наци культура центрĕ хула администрацийĕн общество пĕлтерĕшлĕ пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшакан грантне тивĕçнĕ. Çавăнтанпа çулленех йĕркелеççĕ кунта округри «Эх, юррăм, янăра» фестивале. Кăçалхи мероприятие Нефтеюганск, Нижневартовск хулисенчи, Лянтор, Федоровка хула поселокĕсенчи пултарулăх коллективĕсене те пуçтарнă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.