Ташă уяв çывхарать

20 Нарăс, 2018

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн программине палăртнă. Вăл ака уйăхĕн 12-22-мĕшĕсенче иртĕ.

Тĕп хула çыннисемпе хăнасем ташă уявĕн пĕрремĕш кунĕнче «Петипа-гала» концерт программипе паллашĕç. Ăна фестиваль йĕркелÿçисем тĕнчипе паллă Мариус Петипа балетмейстера халалланă. Акан 14-мĕшĕнче сцена çине иртнĕ çулхи премьера — А.Аданăн «Жизель» балечĕ — тухĕ. Тĕп партисенче Мускаври Пысăк театр çăлтăрĕсем ташлĕç. Ун хыççăн куракансене Пермь хулин артисчĕсем савăнтарĕç. Евгений Панфилов театрĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкарта пулнăччĕ. Хальхинче хăнасем С.Прокофьевăн «Ромеопа Джульеттине» илсе килме тĕв тытнă. Акан 20-мĕшĕнче Мускаври Н.Касаткинăпа В.Васильевăн Классика балечĕн театрĕ икĕ ĕçпе — «Весна священная» тата «Жар-птица» — тĕлĕнтерĕ. Фестиваль акан 22-мĕшĕнче яланхи йăлапа Гала-концертпа хупăнĕ. Унта ют çĕршыв ташăçисем те хутшăнĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.