Тарламасăрах шалу илнĕ

20 Юпа, 2015

СК следстви органĕсем Йĕпреç районĕнчи муниципалитетăн культура учрежденийĕн директорĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă тесе шанмаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн директор хăй ертсе пыракан учреждение хăйне ĕç параканăн тăванне ĕçе вырнаçтарнă. Çапла тусан ĕç паракан хăйне пулăшасса шаннă. Хĕрарăм учрежденире ĕçлемессе малтанах пĕлнĕ, апла пулин те ĕç вăхăтне шута илмелли табеле суя кăтартусем кĕртнĕ май 2014 çулхи декабрьтен пуçласа кăçалхи августчен ĕçе çÿремен çынна шалу тÿлесе пынă. Уншăн бюджет тулашĕнчи фондсене те укçа куçарнă. Пĕтĕмпе - 83 пин тенкĕ ытла.

Следстви пырать. Саккуна пăснине СК следователĕсем ШĔМĕн Канашри экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле тăрă шыв çине кăларнă.

Н.ДМИТРИЕВ

Рубрика: 
Автор: