Тăрăшулăха кура — хаклавĕ
Ырă ĕмĕтпе çунатланакан, пуласлăхне те-лейлĕ курас текен çын наянлăх мĕнне пĕлмест. Тăрăшулăхне кура пулнă ÿсĕмĕсене курса савăнать те тата ытларах хавхаланать вăл.
Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен Алиса Замуткина пуçламăш классенченех вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ытларах гуманитари ăслăлăхĕсене килĕштерет вăл, çак енĕпе пултарулăхне туптать. Çулсерен тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе викторинăсене, пултарулăх ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. Çĕнтерÿ патне чунтан ăнтăлаканскерĕн пухмачĕ грамотăсемпе, дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе пуянлансах пырать. Сăмахран, 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче кăна вăл çирĕм ытла хавхалантарăва тивĕçнĕ.
Алиса 2009-2016 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри ачасен искусство шкулĕнче фортепиано уйрăмĕнче вĕреннĕ. Май уйăхĕн вĕçĕнче вăл патшалăх экзаменĕсем тытнă, искусство шкулĕнчен вĕренсе тухнине ĕнентерекен свидетельствăна та алла илнĕ. Çавăн пекех ăна искусство шкулĕн пурнăçĕнче хастарлăх кăтартнăшăн грамотăпа наградăланă. Фортепиано калама вĕреннĕ çулсенче хĕрача музыка енĕпе районта иртекен «Çамрăк виртуоз» конкурсра виçĕ хутчен çĕнтернĕ. Шкул ачисемпе студентсен регионсем хушшинчи «Музыка — манăн чун канăçĕ» пултарулăх конкурсĕн призерĕ те пулнă вăл.
Яваплăха çирĕп туяканскере темиçе çулах класра староста пулма суйланă. Районта иртекен наукăпа практика конференцийĕсене хастар хутшăнать вăл. Иртнĕ çулсенче акă математика, чăваш чĕлхи, биологи предмечĕсемпе малти вырăнсене йышăннă.
Алисăн кăсăкланăвĕсем пысăкланса та анлăлансах пыраççĕ. Пике çулсерен иртекен пĕтĕм Раççейри «Манăн пĕчĕк Тăван çĕршывăм: çут çанталăк, культура, этнос» конкурсăн республика тапхăрĕнче алă ĕç ăстисем çинчен хатĕр-ленĕ тĕпчев ĕçĕпе иккĕмĕш вырăна тухнă.
Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисене те вăл кашни çулах хутшăнать. Кăçал, сăмахран, ОБЖ, тăван ен культури тата географи предмечĕсемпе призер пулнă, ытти çулсенче вара чăваш тата вырăс чĕлхисемпе палăрнă.
Ăс-тăнпа тавракурăма кунсерен аталантармалла. Кунта вара кĕнеке, хаçат-журнал вулани пысăк вырăн йышăнать. Алиса çакна асра тытса тăтăшах районти тĕп вулавăша çул тытать. Чăваш авторĕсем çырнă чылай кĕнекене вуланă вăл. Уйрăмах Людмила Сачкован «Чĕкеçĕм, чĕкеç» калавĕ килĕшнине палăртать. Халĕ хĕрача ют çĕршыв литературипе кăсăкланма пуçланă: Вальтер Скотăн «Айвенго» хайлавне вулать.
Кĕнекерен ывăнсан Алиса алă ĕçĕпе аппаланма тытăнать. Халĕ вăл пир çине вĕтĕ шăрçапа тĕрлесе илемлĕ картинăсем хатĕрлет. Тĕрлĕ тĕслĕ çиппе шăрçасенчен тĕрленĕ чăрăш туратти çинче ларакан уйăп кайăкĕ питĕ хитрен курăнать. Унччен хĕл кунĕсенче Алиса тăваткалласа пĕчĕк ÿкерчĕксем тĕрленĕ, амăшĕпе пĕрле çекĕлпе çыхса пукан виткĕçĕсем хатĕрленĕ, çав ĕçсемпе ял тăрăхĕн куравне хутшăннă.
Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне те асра юлмалли самантсем нумай пулнă. Кăçал призывниксен кунĕнче маттур хĕрачана ЧР ветерансен республикăри пĕрлешĕвĕн председателĕ Н.Семенов пĕтĕм Раççейри «Эпир патриотсене ÿстеретпĕр» конкурсăн асăну паллипе наградăланă. Çак хисепе вăл ахальтен тивĕçмен. Алиса шкул пурнăçĕнче патриотизм юхăмне аталантарас, шкул имиджне лайăх енчен кăтартас тесе сахал мар тăрăшать. Иртнĕ çул вăл Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ сочиненисен район конкурсĕнче çĕнтернĕ, унтан çĕршыв шайĕнчи конкурсра та палăрнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн-че район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ ăна обществăлла пурнăçра хастарлăх кăтартнăшăн грамота та панă.
Çуллахи каникул пуçлансанах Алиса патне тепĕр савăнăçлă хыпар килнĕ. Вăл пĕтĕм Раççейри «Ăрусен палăкĕсем. Ăруран ăрăва» акцире икĕ номинацире çĕнтернĕ. Пĕр ĕçĕнче аслашшĕн вăрманпа çыхăннă кун-çулĕпе ĕçĕсем çинчен, ырă ята ĕмĕрлĕхе хăварас тесе ун ячĕпе аллея уçни пирки каласа панă; тепринче — çемьере аслашшĕн ĕçне малалла тăсни, вăрмана хисеплесе пурăнни пирки çырнă.
Çу кунĕсем çитнĕ май ачасен канмалла пек туйăнать. Алиса вара кăмăлне кура вăхăтне туллин ирттерме тăрăшать: пахчара ĕçлесе кĕрсен алла йĕппе çип е кĕнеке тытать, тутлă апат-çимĕç пĕçерме хăнăхать, уçă сывлăшра çÿресе эмел курăкĕ пухма та ÿркенмест. «Тăрăшмасăр ÿсĕм пулмасть», — тет хĕрача.
Пуласлăх пирки шухăшланă май мĕнле професси суйласа илесси те канăç памасть ăна. Ачасене юратнăранах воспитатель е вĕрентекен пулас шухăш тĕвĕленнине пытармасть. Тепĕр пысăк ĕмĕт те каçсерен лăпкă çывăрма памасть-ха ăна: хăçан та пулин Хура тинĕс хĕрне, «Артека» кайса курасчĕ. Хальлĕхе вара Алиса республикăри лагере кайма тÿр килсен те савăнать.
Лариса ПЕТРОВА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Комментари хушас