Тăрăшсан сăрт çинче те тулă ăнса пулать

22 Авăн, 2017

Чăваш Енри ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисем Мускавра юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче иртекен Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Выставкăра Вăрмар районĕнчи Владимир Ивановăн хресчен-фермер хуçалăхĕ хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе выльăх ĕрчетекен чи лайăх çемье ферми пек паллаштарĕ. Çитĕнĕвĕ вара çак фермерăн темĕн чухлех.

Гранта икĕ хут тивĕçнĕ

Владимир Иванов кăçал «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçапа усă курса вăл 2 фермăна — пăру уйрăмне тата мăйракаллă шултра выльăха самăртмалли витене /130 пуçлăх/ — реконструкцилет. Ĕçсен пысăк пайне вĕçленĕ ĕнтĕ, кирлĕ оборудование туяннă. Çĕнетнĕскерсене кăçал юпа уйăхĕнче хута яма планлаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курсах ХФХ ертÿçи выльăх апачĕ хатĕрлемелли «Дон-680» комбайн туяннă, 500 тонна кĕрекен тырă складне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.

Фермер выльăхсен шутне ÿстересшĕн. Хальхи вăхăтра хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 353 пуç, çав шутра 141 сăвакан ĕне. Грант укçипех 80 пуç пушмак пăру туянасшăн. Сăвакан ĕнесен шут-не 2018 çулта 250 пуçа çитерме тĕллев лартнă. Сăмах май, кашни ĕнене тата пăрăва номерсем панă. Вĕсен паспорт та пур, унта выльăха хăçан вакцина тунине, вăл хăçан пăруламаллине тата ытти саманта палăртаççĕ. Сĕт паракан выльăхăн — пĕр тĕрлĕ рацион, пушмак пăрусен — урăхларах.

Владимир Иванов 2003 çултах хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. 2013 çулта вăл панкрута тух-нă «Арабоси» агрофирмăна илнĕ. Витесемпе тырă склачĕсем çав хуçалăхран юлнă. 2014 çулта Владимир Анатольевич «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăнса 5 миллион тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Çав нухратпа тата хăйĕн укçипе Иванов мăйракаллă шултра выльăх тата техника /МТЗ трактор, пресс-подборщик, апат памалли хатĕр/ туяннă. Унсăр пуçне фермăсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Акă ĕне сăвакан блокра 5 тонна кĕрекен икĕ холодильник пур: сĕт тÿрех унта çитет. Холодильнике, сĕт пăрăхĕсене автомат çăвать.

Выльăх-чĕрлĕхе пăхакансем валли комплексра тум улăштармалли тата канмалли пÿлĕмсем, душ пур. Владимир Анатольевич хăйĕн хуçалăхĕпе паллаштарнă май «Хыпарçăсене» витесене кăтартса çÿрерĕ. Вăл хăйĕн ĕçне юратни тата лайăх пĕлни кашни утăмрах сисĕнсе тăчĕ. Пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Пире ферма умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хитре чечексем ÿсни тĕлĕнтерчĕ. Юнашарах иçĕм çырли пулса çитнĕ. Хăяр, купăста та пур. Инçех мар — беседка. «Коллектив çамрăк, çавăнпах-тăр тирпей- илемшĕн тăрăшать. Хуçалăхра пĕтĕмпе 15 çын ĕçлет, хĕрÿ тапхăрсенче — ытларах», — пĕлтерчĕ 38 çулти фермер. Ĕç укçине вăхăтра тÿлет вăл. Шалу виçи пĕчĕкех маррине дояркăсенчен пĕри ĕçе хăйĕн çăмăл машинипе килнинченех ăнлантăмăр. Тăрăшса ĕçлекенсене асăнма ыйтсан ХФХ ертÿçи чи малтан Наталья Ануфриева бухгалтера палăртрĕ. «Вăл манăн пысăк пулăшуçă», — терĕ.

Яланах малтисен шутĕнче

Владимир Анатольевич Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен агронома вĕренсе тухсан «Вăрмарти агротехпромсервисăн» директорĕн заместителĕнче ĕçлеме вырнаçнă, çак должноçра икĕ çул тăрăшнă. Унтан хăй бизнес йĕркеленĕ: ял хуçалăхĕн вăрттăнлăхĕсене ачаранпах пĕлсе ÿснĕ-çке. Çуллахи каникул вăхăтĕнче юлташĕсемпе пĕрле утă-улăм турттарнă, кăшт çитĕнерехпе комбайнер пулăшуçинче тăрăшнă. Çавăнпах ĕнтĕ шкул пĕтерсен агронома вĕреннĕ.

Тепĕр тĕслĕхе те аса илчĕ хастар фермер. 2002 çулта вăл комбайнерсен республика конкурсне хутшăннă. «Эпĕ ун чухне «Енисей 950» комбайнпа 20 пин центнер тырă выртăм. Пĕтĕм кăтартупа — хăвăртлăхпа, тухăçлăхпа, топливо мĕн чухлĕ пĕтернипе — мала тухрăм. Çакăншăн мана асăннă ком-байна кăларакан завод «УАЗ» парнелерĕ. Çав машинăпа 3 çул таранчченех çÿрерĕм», — йăл кулчĕ ÿркенменскер.

Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесен вăл хăй çуралса ÿснĕ ял тăрăхĕнче 10 гектар çĕрпе ĕçлеме пуçланă: шăпах çавăн чухлĕ урпа акнă. Тухăç лайăх пулни хавхалантарнах ĕнтĕ. Паянхи кун ХФХ Арапуç, Аслă Чак, Чулкаç, Чупай ял тă-рăхĕсенчи 4089 гектар çĕрпе усă курать. «Тăрăшсан сăрт çинче те тулă пулать», — тенĕ ватăсем. Владимир Иванов тара илнĕ çĕрсен пысăк пайĕ малтан усăсăр выртнă. Çав лаптăксем сăрт мар паллах, çапах чылай çул акманскерсене çаврă-нăша кĕртмешкĕн çăмăл пулман. Тахçан хыт хура ашкăрнăскерсенче паянхи кун тĕрлĕ культура çитĕнет, куçа савăнтарать. Фермер кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем /2825 гектар/, çав шутрах куккурус /300 гектар/, унсăр пуçне хĕвел çаврăнăш /100 гектар/, горчица /204 гектар/, нумай çул ÿсекен курăксем /960 гектар/ акнă-лартнă. Тыррăн пысăк пайне пухса кĕртнĕ, вăтам тухăç — пĕр гектартан 30 центнера яхăн.

Ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра туса пымашкăн çĕнĕ те хăватлă техника пурри пулăшать. Акă хальхи вăхăтра уйсенче «Агрос», «Полесье», «Кейс» комбайнсем тырă выраççĕ. Хуçалăхра «Кейс» трактор та пур. Фермер каланă тăрăх — вăл эпир курма хăнăхнă 10 трактора улăштарать, унпа çĕр хатĕрлеççĕ.

Ĕçе пĕлсе йĕркеленĕренех ĕнтĕ Владимир Ивановăн хресчен- фермер хуçалăхĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсен ăмăртăвĕсенче яланах 1-2-мĕш вырăнсене йышăнать. Унта вăй хуракансене те Акатуйра, ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче сцена çине кăларсах чыслаççĕ. «Ĕçлемелле. Мĕн палăртни пурнăçланса пырсан кăмăл та çĕкленÿллĕ», — тет Владимир Анатольевич.

Анлă тавра курăмĕшĕн хисеплеççĕ

Владимир Иванов мăшăрĕпе Татьяна Геннадиевнăпа икĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Хĕрĕ Хусанти хими-технологи университетĕнче 1-мĕш курсра вĕренет. Фермер 6-мĕш класра ăс пухакан ывăлĕ хăйĕн çулĕпе каясса шанать. Арçын ача ашшĕ пекех спортпа туслă: Иванов-асли волейболла выляма кăмăллать, кĕçĕнни вара шывра питĕ лайăх ишет, ку енĕпе ăмăртусене те хутшăнать.

Спорт тенĕрен, Вăрмар районĕнче Татьяна Геннадиевнăн ашшĕне — Геннадий Чернова — асăнса кашни çулах йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăрту ирттереççĕ. Геннадий Алексеевич «Тегешевский» совхозăн пĕрремĕш директорĕ пулнă, ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ районăн общество пурнăçне хастар хутшăннă. Владимир Иванов кашни çулах асăннă ăмăртусен спонсорĕ пулать. «Çак ăмăртура тĕрлĕ ÿсĕмрисем хăйсен вăйне тĕрĕслеме пултараççĕ. Унăн сумĕ те ÿссех пырать. Пĕлтĕр 5 районтан — Вăрмар, Тăвай, Куславкка, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри — хутшăнчĕç. Кăçал тата ытларах пуласса шанатпăр», — тет Владимир Анатольевич.

Вăл район депутачĕ пулнă май спонсор пулăшăвĕ тăтăшах кÿрет. Тĕслĕхрен, ял уявне ирттерме. Чиркÿ тăвас шухăшлисене те пĕрре мар укçа панă е строительство материалĕсемпе тивĕçтернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна ял çыннисем ыр кăмăллăхĕшĕн тав тăваççĕ. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.