ТĂРĂШСАХ ТАСАТМАЛЛА

13 Чÿк, 2014

Организма шлаксенчен тасатассине пыршăлăхран тытăнмалла. Унтан пĕвере черет çитет. Кирек мĕнле меслетпе тасатнă чухне те тĕрĕс апатлансан кăна ăнăçу пулать. Рациона чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла ытларах кĕртмелле. З. Пятковская терапевт сĕнĕвĕсене пичетлетпĕр.

Йĕтĕн вăрри - пыршăлăх валли

Процедура валли 100 грамм йĕтĕн вăрри тата 200 грамм йĕтĕн çăвĕ кирлĕ пулать. Вăррине кофе арманĕпе авртмалла та йĕтĕн çăвĕллĕ тĕксĕм тĕслĕ кĕленчене ямалла. Лайăх пăтратмалла, пÿлĕм температуринче 7 кун лартмалла, куллен пăтратса илмелле. Пĕр эрнерен хутăша кунне 3 хут апатчен 30-60 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçме пуçламалла. 14 кун сипленмелле.

Çак тапхăрта вегетариан апачĕ çимелле, рационран кукăль-булкăна, пылака /пылсăр пуçне/ кăлармалла, алкоголь пачах юрамасть.

Шута илме. Йĕтĕн вăррин çу шĕвекне гастрит, уйрăмах хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухне, ĕçмеллех. Ку тасату ват хăмпи шыçсан /холецистит/ та усăллă. Анчах холециститпа тертленсен хутăша апат çинĕ вăхăтра ĕçмелле. Хырăм ай парĕн вăрах шыççи /панкреатит/, сарамак, ват хăмпин чул чирĕ аптратсан йĕтĕн çăвĕ ĕçмелле мар, чир вĕрĕлме пултарать.

Кăшман - пĕвер валли

Кăшмана çумалла, кастрюле хумалла, 1 литр шыв ямалла. Кастрюльте шыв шайĕ мĕн чухлĕ пулнине виçсе ас туса юлмалла. Унтан тата 2 литр шыв хушса вăйсăр çулăм çинче вăл малтан виçнĕ таран хухиччен /вăтамран 2 сехет/ пĕçермелле. Кăшмана кăларса илмелле, тасатмалла, вĕтĕ теркăпа хырмалла, ăна пĕçернĕ шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла, тăватă пĕр тан пая уйăрмалла. Вĕсене черетпе кашни 4 сехетре ĕçмелле. Кашни виçене ĕçнĕ хыççăн выртмалла, сылтăм аяк çине ăшă грелка хумалла.

Шута илме. Процедура витĕмлĕ пултăр тесен тасату кунĕнче çу-какай, кукăль-булка çимелле мар. Ват хăмпин чул чирĕ пулсан пĕвере кăшманпа тасатма юрамасть.

Сĕлĕ - наркăмăшран

Пĕр вăхăтрах пÿрене, пĕвере, вар-хырăма тасатма сĕлĕ пулăшать. Вăл юнри наркăмăшсене пыршăлăх витĕр кăларать. Питĕ çемçен ĕçлет, çавăнпа унпа колитпа гастрит чухне те усă курма юрать. Сигарет туртакансемшĕн питĕ усăллă: организмран никотина та кăларать.

Малтан сĕлĕ пĕрчисен пахалăхне тĕрĕслеме шăтарса сăмсалантармалла. Пĕр ывăç сĕлле икĕ сий марльăпа чĕркесе шывпа лайăх йĕпетмелле. 2-3 кунран сăмсаланчĕ пулсан - чĕр тавар юрăхлă. Халĕ лайăх çунă 1 стакан сĕлле 3 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче хупăлчине кăштах сирсе 40 минут пĕçермелле, пăтратсах тăмалла. Сивĕнсен икĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шăвек кĕсел пекрех пулмалла. Ăна кунне 2 хут - ирхине выç хырăмла тата каçхине апатчен 30 минут маларах - ăшăлла ĕçмелле. Курс - 10 кун. Сивĕтмĕшре упрамалла.

Шута илме. Сĕлĕ шĕвекĕпе сипленнĕ чухне тăварлă, пăрăçлă çиме, алкоголь /сăра та/ ĕçме юрамасть.

Рис - сыпăсем валли

Риспа пыршăлăхпа пĕвере тасатнă хыççăн кăна усă курмалла, унсăрăн вар хытать. Хăмăр рис лайăхрах. Çавраки те юрать, унта калăпăшĕн виççĕмĕш пайĕ таран типĕтнĕ хывăх хушмалла. 4 стакан е пысăк мар кĕленче банкăсем хатĕрлĕр. Малтанхи кун пĕр савăтне 2-3 апат кашăкĕ çунă рис хумалла, сивĕ шыв ярса тачă мар хупмалла. Иккĕмĕш кун пĕрремĕш савăтри риса çумалла та таса шыв ямалла. Иккĕмĕш савăта 2-3 апат кашăкĕ рис хумалла, шыв хушмалла, малтанхи савăтпа юнашар лартмалла. Виççĕмĕш кун юнашар савăтсенчи риса çумалла, шывĕсене улăштармалла. Çĕнĕ савăта малтанхи меслетпех риспа шыв ярса лартмалла. Тăваттăмĕш кун виçĕ савăтри риса çумалла, çĕнĕ шыв хушмалла. Çак меслетпех тăваттăмĕш савăта риспа шыв ямалла.

Пиллĕкмĕш кун ирхине тасату процедурине тытăнмалла. Малтан 1-2 стакан шыв ĕçмелле. Пĕрремĕш савăтри риса çумалла та кăшт шыва ярса 5 минут пĕçермелле. Ăна тăварсăр, сахăрсăр, çусăр çимелле. Унтан тăватă сехет нимĕн те ĕçмелле-çимелле мар. Пушаннă савăта каллех риспа шыв ямалла, черет вĕçне лартмалла. Çапла, савăтсене ылмаштарса, кашни ирхи апата рис çимелле. Тасату вăхăчĕ - 2 эрне.

Шута илме. Рис тасатăвĕн витĕмĕ пултăр тесен çак тапхăрта тăварлă, çуллă, пăрăçлă, тĕрлĕ хушăмлă апат, рафинад сахăр çимелле мар, эрех ĕçмелле мар. Рис тасатăвĕ диабетпа чирлĕ çынсене юрамасть.

Лавр çулçи - тăвара хирĕç

Организма тăвартан тасатма, сыпăсем, мышцăсем, шăмăсем ыратсан лавр çулçи витĕмлĕ пулăшать. Унпа пÿрене тасатма та, тăртаннине, юн пусăмне, сахăр шайне чакарма та, апат ирĕлессине лайăхлатма та, иммунитета ÿстерме те усă кураççĕ.

Вĕтетнĕ 10-15 çулçине тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5 минут лартмалла, анчах савăта хупăлчапа витмелле мар - пÿрене вĕчĕрхентерекен эфир çăвĕсене пăсланса пĕтме памалла. Çулăм çинчен илсен 4 сехет лартмалла. Кун тăршшĕпе пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла.

Шута илме. Лавр çулçипе тасатмалли меслетпе холецистит, панкреатит, ват хăмпин чул чирĕ, язва аптратсан, вар хытас туртăм пулсан, ача кĕтекен хĕрарăмсен усă курма юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.