Тантăш» № 36 /4398/, авăн 4
4 Sep, 2014 | Анонс

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Хăшĕ-пĕри вара пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ. Паллах, пурнăç йĕркине çапла ăнсăртран улăштарма çăмăл мар. 45 минута тăсăлакан уроксене тÿссе ирттерме хăнăхман шăпăрлана мĕнле пулăшмалла-ши/ Куç япăх курнипе, çурăм шăмми кукăрăлнипе тата ытти чирпе асапланас мар тесен мĕн тумалла/ Çакна йăлтах Мария Михайловна Тоябинская методист-тухтăр ăнлантарса парĕ.

Пĕр тăван Рубцовăсем шкула çÿремелли кунсене тинех кĕтсе илчĕç. Хастарскерсем каллех тĕрлĕрен пултарулăх конкурсĕнче çĕнтерсе кубок та, Хисеп хучĕ те илĕç ĕнтĕ. Маттур хĕр ачасемпе хаçатра паллашма пултаратăр.

Ачасем, сире ял тата шкул шăпи канăçсăрлантармасть-и/ Тен, вунă çултан вĕсем пачах та пушанса юлĕç/ Хăрушă вĕт-ха! Шăпах çакăн çинчен пăшăрхануллă шухăшне пĕлтереççĕ Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх маттурĕсем.

Республикăра кăçал спорт шкулĕсене 30 пине яхăн ача çÿрет иккен. Спортри ытти хыпарсене те сире ятарлă ярăмра хаваспах пĕлтерĕпĕр.

«Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе» пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ малалла пырать. Эсир унта халĕ те хутшăнман-и/ Эппин, васкăр! Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен ĕлкĕрмелле. Конкурс условийĕпе тĕплĕнрех хаçатра паллашăр.