Тантăш № 22 (4640) 06.06.2019

6 Çĕртме, 2019

* «Ачасене саламлама тата паттăр ĕçе хавхалантарма вара РФ Геройĕсем Вячеслав Сивко тата Федор Юрчихин космонавт летчиксем çитрĕç.

— Шупашкарта эпĕ пĕрре çеç пулман, — каласа кăтартрĕ каярах Федор Николаевич. — Кунта мана питĕ килĕшет. Шупашкар тесенех куç умне тасалăх тухса тăрать. Пĕлетĕп, сирĕн патра ку — пысăк программа. Кирек хăш хулана çитсен те эпĕ Шупашкар çинчен каласа кăтартатăп» (Ĕмĕтсем пурнăçланчĕç. Лариса ПЕТРОВА)

* — Настя, çывăрма вăхăт, — кашни каç тенĕ пекех хистеме тивет Татьяна Михайловăн 3-мĕш класс пĕтернĕ хĕрне Настьăна. Лешĕ ыйха путма васкамасть. «Тепĕр 3-4 страница вулам-ха», — йăлăнать кĕнекене алăран вĕçертесшĕн мар пулса. Ан тĕлĕнĕр, ку темиçе çул каяллахи мар, паянхи ÿкерчĕк. Паян та, тĕрлĕ гаджет вăй илнĕ вăхăтра, кĕнекепе туслă ачасем, вулакан çемьесем пур-ха. Иртнĕ эрнере республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетсе шăпах чи хастаррисене чысларĕç (Хуларан кĕнекесĕр таврăнмасть)

* Чăваш кĕнеке издательствинче Елена Еньккан «Алфавит вăййисем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна «Эпир – билингвăсем» ярăмпа хатĕрленĕ. Кам-ши вăл билингв? Икĕ чĕлхене лайăх пĕлекен-хутшăнакан çынна çапла калаççĕ. Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхи иккĕ пулнă май чылай-ăшĕ пирки билингв тесе хăюллăнах калама пулать (Чĕлхене аталантарма пулăшать)

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.