«Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант» тусĕсем!

17 Раштав, 2015

2016 çулта Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле Ĕç çынни çулталăкне халалланă 8-11-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «ÇĔНĔ ХУМ» пултарăлăх ăмăртăвне тата «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЧĂВАШЛĂХА АТАЛАНТАРАКАН ЧИ ЛАЙĂХ ШКУЛĔ» конкурс ирттерме хатĕрленет.

Çак икĕ сумлă та пысăк ăмăртăва йĕркелесе ирттерме чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ тата аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксен «Самант» журналĕ хутшăнать: конкурссен положенийĕсене, пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлет.

«Чăваш Республикин чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкулĕ» ăмăртăвĕн пĕр вăрттăнлăхне пĕлтерĕпĕр. Унти хаклавра шкул, учитель «Тетте», «Самант» журналсем тата «Тантăш», «Хыпар» хаçатсем çырăннине шута илни пур. Енчен те пирĕн республикăри чăваш хаçат-журналне çырăнмасан чылайăшĕ конкурссем çинчен пĕлеймесĕр юлĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ,

конкурс йĕркелÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.