Çĕнĕ хум

17 Раштав, 2015

«Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант» тусĕсем!

2016 çулта Чăваш наци конгресĕ Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе пĕрле Ĕç çынни çулталăкне халалланă 8-11-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче çамрăк чăваш çыравçисемпе ÿнерçисен «ÇĔНĔ ХУМ» пултарăлăх ăмăртăвне тата «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ЧĂВАШЛĂХА АТАЛАНТАРАКАН ЧИ ЛАЙĂХ ШКУЛĔ» конкурс ирттерме хатĕрленет.

Çак икĕ сумлă та пысăк ăмăртăва йĕркелесе ирттерме чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ тата аслă классенче вĕренекенсемпе çамрăксен «Самант» журналĕ хутшăнать: конкурссен положенийĕсене, пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлет.