«Тантăш» 44 (4406), юпа, 30
Паянхи кун икĕ çулти пепке планшетпа е айфонпа ĕçлеме пĕлет, пиллĕкри вара аслисене те гаджетпа усă курма вĕрентеет. Çак ăрăва «цифра ачисем» тетпĕр. Техника тĕнчине парăннăскерсене пурнăçри вырăнне тупма йывăр пулмĕ-ши? Çак ыйтăва «Чунтан калаçар» рубрика хуравлать.
Степан Михайловăн «Сÿнми юрату е Пухвирĕн кулас килет» пьеса-юмахĕпе малалла паллаштаратпăр. Хальхинче унти тĕп сăнар Илюк кулăш кушелĕпе тата апат-çимĕçне хĕрхенмен асамлă карçинккапа усă курма вĕренет.
«Вăрнарсем ялан вăр-вар», - пĕлтерет пирĕн корреспондент. Анастасия Ермошкина, Валерия Лукина, Кирилл Архиповпа Кирилл Павлов тата Настя Капитонова ăна мĕнпе тĕлĕнтернĕ-ха? Вуласа пĕлĕр.
Çавăн пекех хаçатра Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш шкулĕн хастарĕсемпе те паллаштаратпăр.
Чунăрпа яланах çамрăк пулăр! «Тантăша» юратса вулăр!