«Тантăш» 43 (4405), юпа, 23
23 Oct, 2014 | Анонс

Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан çар çыннисем, Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» организаци членĕсем тăтăшах тăван тăрăха килсе шкулсенче тĕл пулусем ирттереççĕ. Ку хутĕнче те, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Шупашкарта паттăрлăх урокĕсем ирттерчĕç офицерсем.

Литература вăл - пурнăç. Пысăк хайлавсенчи сăнарсен кун-çулне йĕрленĕ май хамăрăннипе пĕр пеклĕх асăрхатпăр е вĕсен йăнăшĕсене сивлесе çавăн пек утăмран сыхланатпăр. «Чунлăх, ырăлăх - малти вырăнта» статьяра литература пурнăçра мĕнле вырăн йышăннине, тĕрлĕ ачан шухăшне тата ыттине те çутатрăмăр.

«Çемьепе вулар-и?» рубрикăра Степан Михайлов çырнă «Сÿнми юрату е Пухвирĕн кулас килет» пьеса-юмахăн малалли пичетленсе тухрĕ.

Виктор Драгунскийăн «Тĕлĕнмелле кун» калавĕн малаллине 11-мĕш страницăра вулама пултаратăр.

Юлашки страницăра вара кăсăк пуç ватмăшсем вырнаçрĕç. Меллĕн вырнаçса ларăр та алла ручка тытса вĕсен тупсăмĕсене тупăр.

Чунăрпа яланах çамрăк пулăр! «Тантăша» юратса вулăр!